Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пурне те пархатарлă ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр

Пишпÿлек районĕнчи волонтерсен юхăмĕ маскировка тетелĕсем (сеть) çыхма сĕнсен Ситекпуç ялĕн хастарĕсем тÿрех килĕшрĕç. Эпир февраль уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа паянхи кунччен пĕр ывăнмасăр тетелсем – хамăр салтаксене упракан хатĕрсем («леший» ятлă çиелтен витмелли накидкăсем, шлем çийĕнчен тăхăнмаллисем) çыхрăмăр.

Пурне те пархатарлă ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр
Пурне те пархатарлă ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр

Черетлĕ отпуска таврăнакансене пурне те ял çыннисен ятĕнчен тетелсем парнелетпĕр. Салтаксем вара сахал мар, пысăках мар Ситекпуç ялĕнчен ятарлă çар операцине 14 ача хутшăннă. Эпир пур паттăра та ялĕпех кĕтсе илетпĕр, ăсатса яратпăр, çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтетпĕр.
Волонтерсем пирĕн питĕ нумай. Ачасем те, хăнасем те пур. Эпĕ пурне те пархатарлă ĕçе явăçтарма тăрăшатăп. Ĕпхÿ хулинчен отпуска хĕрсем таврăнчĕç – маскировка çыхаççĕ, Краснодар хулинчен пĕртăвансен хĕрĕсем килчĕç – вĕсем те çак ĕçех пуçăнчĕç.
Хамăр хатĕрленĕ маскировка тетелĕсен шутне тÿрех калаймастăп, анчах вĕсем вăтăртан кая мар. Виçĕ «леший» костюмĕ çыхрăмăр, килти салма касрăмăр, гуманитари пулăшăвĕ ярсах тăратпăр.
Нумай пулмасть вунă куна отпуска таврăнннă салтак авланма шутларĕ. Ăна валли чăваш наци стилĕпе фотосесси ирттертĕмĕр. Кашнинчех канăва килнисемпе чей ĕçессине те йĕркелетпĕр. Вĕсене кĕтсе илетпĕр тата ăсатса яратпăр. Халĕ пирĕн хамăр ялăн ялавĕ те пур. Ятарлă çар операцине хутшăннисене Раççей, Пушкăртстан, Чăваш Ен тата ял ялавĕсемпе кĕтсе илетпĕр, вăрăм çула ăсататпăр.
Эпĕ яланах хамăр ялăн ялавĕ пултăр тесе ĕмĕтленеттĕм. Пĕррехинче районти волонтерсен ушкăнĕн ертÿçинчен ăна хатĕрлеме ăçта заказ парса пулать-ши тесе ыйтрăм. Пире кĕтмен çĕртен парне турĕç. Ял юбилейĕ тĕлне тахçантанпа кĕтнĕ ялава парнелерĕç. Савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри çук.
Галина СКОРОБОГАТОВА, ял старости.
Пишпÿлек районĕ,
Ситекпуç ялĕ.

Пурне те пархатарлă ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр
Пурне те пархатарлă ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр
Пурне те пархатарлă ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр
Пурне те пархатарлă ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: