Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Йăмран фермерĕсем салтаксен çемйисене пулăшнă

Ял çыннисенчен нумайăшĕ уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнаççĕ. Арçынсем килте пулмасан хĕрарăмсене хуçалăха тытса пыма çăмăл марри каламасăрах паллă.

Йăмран фермерĕсем  салтаксен çемйисене пулăшнă
Йăмран фермерĕсем салтаксен çемйисене пулăшнă

Çавна шута илсе Кармаскалă районне кĕрекен Йăмран ялĕнчи Александр Кузьминпа Максим Егоров фермерсем Йăмран ял хутлăх администраци пуҫлӑхӗ Равила Култыгина патне çитсе ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулӑшас шухăша пĕлтернĕ. Ертÿçĕ вĕсен сĕнĕвне ырланă çеç.
Ҫӗнӗ тыр-пул пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн Александр Кузьминпа Максим Егоров кашни ҫемьене, вĕсем Йăмранра пиллĕк, пӗрер тонна тулӑ уйӑрса панă. Кил хуçи хĕрарăмĕсем тĕш тырра выльӑх апачӗ вырӑнне усӑ курӗҫ.
- Пире Турӑ панӑ пулсан, ыттисене те пулăшмалла, - палăртнă фермерсем.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем хăйсене пулăшакансене чӗререн тав тунӑ.
- Эпир те хуçалăх ертÿçисене ырă кӑмӑлĕсемшĕн тав тӑватпӑр, тыр-пул акса ÿстерес ӗҫе малалла аталантарма ҫирӗп сывлӑх тата лайӑх ҫанталӑк сунатпӑр, - тенĕ вĕсем чунтан.
Надежда РОДИОНОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: