Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Контрактниксене мĕнпе тивĕçтереççĕ?

Пушкăртстанра контракт мелĕпе çар службине каяс текенсене пухаççĕ. Регион Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене лайăх условисем сĕнет. Çар çыннисене тата вĕсен çемйисене мĕнпе тивĕçтереççĕ-ха?

Контрактниксене мĕнпе тивĕçтереççĕ?
Контрактниксене мĕнпе тивĕçтереççĕ?

Укçа-тенкĕ тÿлевĕсем
РФ Оборона министерствипе контракт алă пусакан кашни çынна ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра патшалăхран пĕр хутчен паракан тÿлевпе – 195 пин тенкĕ – тивĕçтереççĕ.
Республика та укçа-тенкĕ пулăшăвĕ парать. Çакăн çинчен калакан указа ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пусса çирĕплетнĕ. Документпа килĕшÿллĕн хушма тÿлев валли 2023 çулхи ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕ хыççăн регионтан мобилизаци йĕркипе тата контракт мелĕпе çар тивĕçне пурнăçлакан кашни çын пуçне 100 пин тенкĕ уйăраççĕ.
– Кунта çулталăк каярах мобилизаци йĕркипе чĕнсе илнĕ, халĕ хăйсен ирĕкĕпе контракт алă пусма хатĕр салтаксем пирки сăмах пырать. Çакă укçа-тенкĕ çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерет, – ăнлантарса панă Пушкăртстанри çар комиссарĕ Михаил Блажевич. – Пирĕн республикăра çакăн йышши арсем нумай. Радий Хабиров указĕ вĕсене хушма пулăшу пама май парать. Призыв службине илес пулсан, саккунпа килĕшÿллĕн ăна контрактпа улăштарма май пур. Çакăн йышши утăма пурнăç опычĕ пур çынсем çеç (университет пĕтернĕ е пĕр-пĕр сăлтавпа вăхăтлă çара каяйманнисем) тăваççĕ. Малтан вĕсем виçĕ-тăватă уйăх вĕренеççĕ, кайран ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра кăна мар, ытти çар чаçĕсенче те служба иртме пултараççĕ. Республика уйăракан хушма тÿлев çакăн йышши йышăнăва тунă салтаксемшĕн укçа-тенкĕ пулăшăвĕ пулса тăрать.
Хуласемпе районсем пулăшу пани
Контракт мелĕпе служба иртекенсене хуласемпе районсем те укçа-тенкĕ пулăшăвĕ параççĕ. Сăмахран, Ĕпхÿ хулинчи Хуласене аталантармалли обществăлла фондăн меценачĕсем пĕр хутчен паракан хушма тÿлев çирĕплетнĕ. Унăн виçи 100 пин тенкĕпе танлашать. Унпа 2023 çулхи октябрь уйăхĕн 23 – ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕсенче РФ Хĕç-пăшаллă вăйсемпе контракт алă пуснисем усă курма пултараççĕ. Укçа-тенке контракта алă пуснă хыççăн икĕ кунтан счет çине куçараççĕ.
Ыйтусем сиксе тухсан Ĕпхÿ хулинчи ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу паракан центра çитмелле/шăнкăравламалла: Октябрь проспекчĕ, 85-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (347) 215-15-70, 8 (347) 215-16-70. Çавăн пекех 177 пĕрлĕхлĕ справка, Лару-тăру центрне 122 е 8 (347) 218-19-19 номерсемпе шăнкăравлама май пур.
Çапла майпа Оборона министерствин пĕр хутчен паракан тÿлевне (195 пин тенкĕ), Ĕпхÿри меценатсен пулăшăвне (100 пин тенкĕ) тата регионăн çĕнĕ (100 пин тенкĕ) тÿлевĕсене шута илсен контрактниксем ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна кайиччен 400 пин тенкĕ илме пултараççĕ. Малашнехи ĕç укçи пĕр уйăха 210 пин тенкĕпе танлашĕ. Ку тÿлевĕн чи пĕчĕк виçи шутланать. Уйрăм çитĕнÿсемшĕн хушма тÿлевсем параççĕ.
Тÿлевсене мĕнле майпа куçараççĕ?
Уйăхсерен паракан укçа-тенке контракт мелĕпе служба иртекенĕн «Мир» карттипе çыхăнтарнă банк счечĕ çине куçараççĕ. Енчен те салтакăн «Мир» картти пулмасан банкра кирлĕ счет уçĕç. Çак счет çине регионсен тÿлевĕсене те куçарĕç. Мĕнпур тÿлевсем автомат мелĕпе иртĕç.
Çемьене тимлĕх уйăрни
Республика çыннисем контракта алă пуснă май, хăйсем килĕсенче çук чухне вĕсен çывăх çыннисене мĕнпур енчен те пулăшу парассине пĕлеççĕ: вут-шанкă илсе килеççĕ, кил-çуртри юсав ĕçĕсене тăваççĕ, ачисене шкулта тÿлевсĕр апат çитереççĕ, тĕрлĕ кружоксемпе секцисене тÿлевсĕр çÿреме майсем тăваççĕ, колледжсене вĕренме кĕме пулăшаççĕ. Енчен те ача пĕчĕк пулсан ача садĕнче вырăн уйăраççĕ, тÿлеврен хăтараççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем те, вĕсен çемье членĕсем те хăйсен сывлăхĕсене республикăри чи лайăх санаторисенче сиплеме пултараççĕ. Кирлĕ пулсан кил-çурта газ пăрăхĕпе çыхăнтарма 100 пин тенкĕлĕх сертификатпа тивĕçтереççĕ. Çитес вăхăтра Раççей Геройĕ ята тивĕçнисене уйрăм çурт хăпартма çĕр парĕç. Асăннă саккуна ноябрь уйăхĕнче йышăнма палăртаççĕ.
Хĕрарăмсем контрактпа служба иртме пултараççĕ-и?
Пултараççĕ. Çак кунсенче Куюргазă районĕнчи нумай ача амăшĕ РФ Оборона министерствипе контракт алă пусса ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна кайнă. Çакăн пирки район пуçлăхĕ Юлай Ильясов пĕлтернĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, хĕрарăм профессиллĕ повар, вăл служба иртнĕ вăхăтра ачисене кукамăшĕ пăхĕ.
Салтак пулма кам пултарать?
Çар службине контракт мелĕпе запасра тăракан, çавăн пекех çар службинче тăман, анчах аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ 60 çулчченхи (сайра хутра тĕл пулакан тĕслĕхсемшĕн – 65 çулчченхисем) арçынсем пурнăçлама пултараççĕ.
Контракт срокĕ:
- рядовăйран пуçласа прапорщик таран – ултă уйăха тата ытти срока;
- офицерсемшĕн – 3-5 çул.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: