Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Ырă ĕç тунипе чунра ăшăрах пулса кайрĕ»,

«Урă ял» республика конкурсĕн витĕмĕпе Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче чăваш наци ларми «Улах» иртрĕ.

«Ырă ĕç тунипе чунра ăшăрах пулса кайрĕ»,
«Ырă ĕç тунипе чунра ăшăрах пулса кайрĕ»,

Килсенче улах ларасси мĕн авалтанах пырать. Ĕлĕк хĕрарăмсем каç пулсан пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Кунта çĕленĕ, çыхнă, юрăсем юрланă, чей ĕçнĕ, пĕр-пĕринпе калаçнă.
Тÿртÿллĕ ялĕнче пурăнакансем каланă тăрăх, ун пек улахсем ытларах хĕлле, кил хуçалăхра ĕçсем сахаллансан, уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен ирттереççĕ. Хĕрĕх çул ытла Тÿртÿллĕри вăтам шкулта ĕçленĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕн Юлия Никитична Захарован çуртĕнче хăнасем туллиех. Каç пулсан ун патне хăйпе пĕр шухăшлисен ушкăнĕ пуçтарăнать, çавăнпа пĕрре те кичем пулмасть. Тÿртÿллĕ ял клубĕн ертÿçи Геннадий Михайлов баянне тăсса ярсассăн хĕрарăмсем ĕçсем пирки калаçаççĕ, юлашки хыпарсене сÿтсе яваççĕ.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Юлия Никитичнан пуçарăвĕпе унăн килĕнче вырăнти алă ăстисем пуçтарăнса салтаксене валли ăшă çăм чăлхасем çыхма тытăннă.
- Эпĕ Тÿртÿллĕ ялĕнче 60 çула яхăн пурăнатăп. Кунта Шупашкар хулинчен килтĕм. Çак тăрăх мана питĕ тарават йышăнчĕ. Вырăнти шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. Пĕррехинче Тÿртÿллĕ ялĕнче пурăнакан Александр Казаков (шел, халĕ вăл пурнăçран уйрăлса кайнă ĕнтĕ) сурăх çăмĕ илсе килсе пачĕ. Эпĕ ăна ял çыннисене валеçсе патăм. Вĕсем ăна тасатса çип арларĕç. Халĕ ман патра пуçтарăнатпăр, чăлха çыхатпăр. Пĕрле хаваслăрах та, туслăрах та, - тет Ю.Н. Захарова.
- Юлия Никитичнан пуçарăвĕ питĕ лайăх, вăл пире пархатарлă ĕçре пĕрлештерме пултарчĕ. Эпир чăлхасем çыхатпăр та гуманитари конвойĕсемпе ăсататăп. Халĕ 30 мăшăр хатĕр. Çĕр мăшăр çыхма палăртнă. Эпир тăвакан ĕç ыркăмăллăх акцийĕ çеç мар, манăçа туха пуçланă йăлана чĕртни те, - палăртрĕ Тÿртуллĕри культура çуртчĕн илемлĕх ертÿçи Зоя Георгиева.
Ларма ăшă лару-тăрура иртрĕ. Юлия Захарова патне улаха Татьяна Корчемкина, Людмила Павлова, Светлана Петрова, Инна Леонтьева, Валентина Казакова, Людмила Алексеева, Татьяна Алексеева, Ольга Денисова, Зоя Волкова çитрĕç. Хĕрарăмсем çăма кирлĕ мар çыхăсенчен тата тĕвĕсенчен тасатрĕç те темиçе мăшăр чăлха çыхрĕç. Пур ăшă япаласене те Шаран районĕнчен кайнă салтаксене парĕç, - теççĕ ăстасем.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.

«Ырă ĕç тунипе чунра ăшăрах пулса кайрĕ»,
«Ырă ĕç тунипе чунра ăшăрах пулса кайрĕ»,
«Ырă ĕç тунипе чунра ăшăрах пулса кайрĕ»,
«Ырă ĕç тунипе чунра ăшăрах пулса кайрĕ»,
«Ырă ĕç тунипе чунра ăшăрах пулса кайрĕ»,
«Ырă ĕç тунипе чунра ăшăрах пулса кайрĕ»,
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: