Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Уяв сĕтелĕ çинче пылак йăва пулĕ

Слакпуç ялĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцийĕнчи ентешĕсенчен ырă хыпар илчĕç. Салтаксем хăйсене валли янă парнесене, тăварланă пахча çимĕçе, борщ пĕçермелли хатĕрсене, салатсене, килте каснă салмана илни пирки пĕлтернĕ.

Уяв сĕтелĕ çинче пылак йăва пулĕ
Уяв сĕтелĕ çинче пылак йăва пулĕ

Посылкăсене Ольга Андреева ертсе пыракан ял хастарĕсем хатĕрленĕ. Мобилизацие лекнĕ салтакăн амăшĕ Надежда Ермолаева ырă чĕреллĕ хĕрарăмсене чунтан тав тăвать. Тăван килĕнчен инçетре пулсан та пĕр ял çыннисенчен пулăшу илни ывăлне питĕ савăнтарнă. Надежда Владимировна – волонтер, вăл маскировка сечĕсем çыхас, посылкăсем хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнать.
Вĕсемпе çума-çумăн ыттисем те сахал мар тăрăшаççĕ. Çав шутра – Галина Потапова (унăн та ывăлĕ ятарлă çар операцийĕнче), Алена Андреева, Регина Карпова, Алена Алексеева, Инна Кузьмина, Алена Павлова, Луиза Гудкова, Вера Павлова, Ольга Маркелова, Валентина Маркелова тата ыт.те.
Ыран Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ. Ырă чĕреллĕ хĕрарăмсем хамăр салтаксене уяв ячĕпе килти апатпа сăйлама шутларĕç. Пурте пĕр шухăшлă пулса пыллă йăва пĕçерсе ярса пачĕç.
Укçа-тенкĕ, окопра усă курмалли çуртасем тума тимĕр консерв банкисем пуçтарас ĕç те малалла пырать.
Ял хутлăхĕнче ятарлă çар операцинчи салтаксене хавхалантарнипе пĕрлех вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна (ППМИ-2024) хутшăнассипе çыхăннă мероприятисем те иртеççĕ. Вăл пулăшнипе çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне Асăну комплексне юсама палăртнă.
Вера ПАВЛОВА, ветерансен Канашĕн председателĕ.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.

Уяв сĕтелĕ çинче пылак йăва пулĕ
Уяв сĕтелĕ çинче пылак йăва пулĕ
Уяв сĕтелĕ çинче пылак йăва пулĕ
Уяв сĕтелĕ çинче пылак йăва пулĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: