«Пурте фронт валли, пурте Çĕнтерÿ валли» волонтер юхăмĕ тата 7-мĕш класс ачисенчен тăракан «Пулăшу» волонтер ушкăнĕ (ертÿçи – В.А. Дементьев) 7 утиял, 53 минтер, 7 матрас туса хатĕрленĕ. Кашниех салтаксене пулăшас ĕçре хăйĕн тÿпине хывма тăрăшнă. Пĕрисем матрас çине сармалли тата минтер пичĕ çĕленĕ, теприсем çĕлемели материалсемпе вырăн таврашĕсем илсе килнĕ. Ачасем çырусем çырнă, вĕсене утиялсем ăшне хунă. Вĕсенче арçын ачасемпе хĕр ачасем çар тивĕçне пурнăçланăшăн тав тунă, килĕсене часрах таврăнма суннă.
Утиялсене тултармалли синтепонпа Федоровка салинчи «Салтаксем валли çĕлетпĕр» çĕвĕ цехĕ тивĕçтернĕ. Г.В. Дементьев гуманитари пулăшăвне илсе çитерме транспорт уйăрса панă. «Паттăрсем валли утиял» акцине кашнийĕ чун ăшшине парнелеме тăрăшнă.