Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Килти çĕр улми салтаксем патне çитĕ

Ермеккей районĕнчи Калиновка ялĕнче пурăнакан Николай Никитинпа Наталья Михайлова ятарлă çар операцине 1 тонна çĕр улми ăсатнă.

Килти çĕр улми салтаксем патне çитĕ
Килти çĕр улми салтаксем патне çитĕ

Николайпа Наталья çирĕп хуçалăх илсе пыраççĕ. Ĕне-пушмак, сурăхсем, чăх-чĕп усраççĕ. Сăмах май каласан Николайăн ывăлĕ çар çынни, Новороссийскри десантпа штурм дивизин аслă лейтенанчĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах хĕсметре тăрать. Унăн аппăшĕн ывăлĕ те контрактпа çар операцине хутшăннă. Вăл унта «Толмат» хушма ятпа çÿрет.
– Икĕ çул çĕр улми ÿстеретпĕр, выльăх апачĕ валли утă-улăм хатĕрлетпĕр. Мăшăрпа çĕр улмине ятарлă çар операцинчи салтаксем валли ăсатма иртнĕ çул çуркунне çимĕçе лартнă чухнех палăртрăмăр. Ун валли çĕр лаптăкне маларахринчен пысăклатрăмăр.
Пĕррехинче аппан ывăлĕ: «Кукка, халь пулсан эсĕ ÿстернĕ улмана хаваспах пĕçерсе çийĕттĕм», – тесе телефонпа калаçнă чух пĕлтерчĕ. Çакă хистерĕ те асăннă ĕçе тума. Салтаксене çак майпа пулăшма пултарнишĕн мăшăрпа савăнатпăр. Килĕсене çĕнтерÿпе ырă-сывă çеç çаврăнса таврăнччăр, – каласа парать Николай Вениаминович.
Çĕр улмине Ĕпхÿ хулине ăсатнă, часах вăл салтаксем патне çитĕ. Тăван кĕтесре ÿстернĕ çимĕç вĕсене вăй-хăват парĕ, тылри пулăшу пуррине çирĕплетĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Калиновка ялĕ.

Килти çĕр улми салтаксем патне çитĕ
Килти çĕр улми салтаксем патне çитĕ
Килти çĕр улми салтаксем патне çитĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: