Алена Исаевнăшăн çыхасси, ал ĕçĕ тăвасси – пурнăç тĕшши. Вăл мĕн ачаранах çак ĕçе хăнăхнă, киленĕве çаврăннă. Ăста та пултаруллă хĕрарăм пурнăç тăршшĕпе вĕренет, хăйĕншĕн тата ал ĕçне кăмăллакансемшĕн çĕннине уçать, нумай-нумай тăрăшать. Анчах Алена çакна пĕрре те ĕç вырăнне хумасть. Çыхнă чĕр чунсемпе теттесене куракансем те «ăсталанă» тесе калаймаççĕ. Мĕншĕн тесен кашни ĕçĕн кăмăлĕ, чун хевти пур. Ал ĕç ăсти кашни япалана чунне хурса çыхнă. Çавăнпа та унăн ĕçĕсем ачасемпе аслисене тыткăна илеççĕ, илĕртеççĕ.
Алена Исаевна тĕрлĕ енлĕ пултаруллă: вăл йĕппе тата çекĕлпе çыхма, хулă авма, чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçне тата ыттине тума пĕлет. Çакă чăннипех те унăн пурнăçĕ, киленĕвĕ. Ал ĕçĕ ăрусене çыхăнтарать, савăнăçпа канăç парнелет. Унсăр пуçне пысăк чунлă, ырă чĕреллĕ хĕрарăм ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли çăм нускисем çыхать, Эрĕнпур облаçĕнчи Орск хулинче пурăнакансене (ейÿ вăхăтĕнче) тата пирĕн салтаксене гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе те хастар хутшăнать.
Ивановсен çемйи – питĕ туслă, пуçаруллă та хастар. Çемье пуçĕ Юрий Анатольевич Туймазă хулинче тимĕртен хапхасем туптаса тăвакан цехра ĕçлет. Хăйĕн мăшăрĕн кирек мĕнле пуçарăвне те ырласа йышăнать, Марина хĕрĕ те амăшне пулăшу пама тăрăшать. Хĕр пĕрчи Тÿртÿллĕ шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренет, ашшĕ-амăшĕпе пĕлÿ çуртĕнче иртекен мĕнпур мероприятисене те хастар хутшăнать.
Маргарита АХМЕТОВА.
Шаран районĕ,
Тÿртÿллĕ ялĕ.