Паянхи кун ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра та Раççей çыннисем унти ывăл-хĕрне пулăшма тăрăшаççĕ. Уйрăмах аслă ăрурисем кирек мĕнле хыпара та çывăха илсе чĕре патне йышăнаççĕ. Акă, нумаях пулмасть хаçат редакцине Пелепей хулинче пурăнакан Валентина Андреева пенсионерка килсе çитрĕ. «Сирĕн хаçатра СВОна салтаксем валли çĕр улми ăсатни çинчен вуласа пĕлтĕм. Манăн та пулăшас кăмăл пур. Пĕр 150 килограмм çĕр улми панă пулăттăм», – терĕ Валентина Ивановна. Килнĕ çынна хирĕçлеме пултараймарăмăр. Чăн та паянхи 25-30 градус ăшăра Донбаса пахча çимĕç илсе çитерме йывăртарах – вăл вăрăм çул çинче типсе е çĕрсе юрăхсăра тухма пултарать. Çавăнпа та хаçат тусне çĕр улмине кунтах вырнаçтарса укçине пулăшу фондне куçарма сĕнтĕмĕр. Вăл пирĕнпе килĕшрĕ. Çапла майпа ыйтăва ăнăçлă татса патăмăр: кинемей те кăмăллă юлчĕ, пулăшу фончĕ те укçа-тенкĕпе тулчĕ. Тепĕр икĕ кунтан хулапа районти ветерансен организацийĕ (ертÿçи – Александр Буйлов) çак укçапа экскаватор валли (фронтра окоп-блиндажсем чавать) насос туянни çинчен пĕлтерчĕ.
Тавтапуç, Валентина Ивановна. Ырă кăмăлпа тунă пулăшушăн сире Турри темиçе хут ытларах тавăрса патăр. Чи кирли вара – сывлăх сунатпăр. Çакăн пек çынсен пулăшăвĕпе тата салтак-офицерсен хастарлăхĕпе çĕнтерĕве çывхартăпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ. Пелепей хули.