Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Вĕсем пире, эпир вĕсене сыхлатпăр»

Маскировка сечĕсем – маскировкăн чи анлă сарăлнă меслечĕ. Вăл тăшмана улталама, ăна çултан пăрса яма, позицисене пытарма май парать. Маскировка сечĕпе витнĕ окопсене квадрокоптертан тăшман курмасть, танк вара çăра курăкпа е юрпа витĕннĕ тĕмескене çаврăнать. Çавăнпа та сетьсен кирлĕлĕхĕ питĕ пысăк.

«Вĕсем пире, эпир вĕсене сыхлатпăр»
«Вĕсем пире, эпир вĕсене сыхлатпăр»

Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа ырă чĕреллĕ çынсем Раççейĕпех хăйсен ирĕкĕпе маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Кунран кун вĕсен шучĕ нумайланса пырать.
Пишпÿлек тăрăхне кĕрекен Кистенлĕпуç ялĕнчи хастар хĕрарăмсем те чăн-чăн тыл ĕçченĕсем пекех. Вырăнти клуб ертÿçи Елена Иванова ертсе пынипе Ирина Кузьмина, Людмила Епифанова, Алевтина Мордвинова, Елена Степанова, Надежда Сергеева, Лидия Ярабаева, Надежда Васильева, Галина Федорова, Ольга Антонова, Соня Макарова, Галина Савельева, Валентина Болюбаш иртнĕ çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 3 метр сарлакăш тата 6 метр тăршшĕ 53 сетка çыхнă, икĕ кикимора костюмĕ тунă. Кунта кашнин хăйĕн тивĕçĕ. Лидия Ярабаевапа Людмила Епифанова тата Соня Макарова пусмана хăюсем çине касса тăраççĕ пулсан, теприсем вĕсене сеткăсем çине вырнаçтараççĕ. Килти ĕçĕсене пăхмасăр ĕçе çÿренĕ пекех кашни кун ял клубне утаççĕ.
– Питĕ васкав чухне пĕр кун хушшинче 3х6 метрлă пĕр сетка çыхма пултаратпăр. Çар çыннисене кăштах та пулин пулăшу парасси – кашнин тивĕçĕ, – тет сетка çыхма çÿрекен ырă чĕреллĕ хĕрарăмсенчен пĕри.
Икĕ çул çитнĕ ĕнтĕ унăн ывăлĕ мобилизаципе ятарлă çар операцине кайнăранпа. Амăшĕ тата ытти хастарсем çыхнă сетьсем унăнне те, ытти çĕршер салтакăн пурнăçне те сыхласа хăварма пулăшаççĕ.
Сетьсем çыхнисĕр пуçне окоп çуртисем те хатĕрлет çак ушкăн. Мобилизаци пуçланнăранпа ялта гуманитари пулăшăвĕ пухассине те час-часах йĕркелеççĕ. Çак ĕçе те хастар хутшăнаççĕ вĕсем, мĕн кирлине йăлтах пуçтарса параççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Артур Зарипов тăрăшуллă хĕрарăмсене Тав çырăвĕ парса чысланă, хăшĕ-пĕрисене тÿлевсĕр путевкăпа тивĕçтерсе Крыма канма янă.
– Çак çăмăл мар вăхăтра пирĕн чăмăртанса пĕр-пĕрне пулăшмалла. Салтаксем пире, эпир вĕсене сыхлатпăр, – теççĕ хĕрарăм-волонтерсем.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕпуç ялĕ.

«Вĕсем пире, эпир вĕсене сыхлатпăр»
«Вĕсем пире, эпир вĕсене сыхлатпăр»
«Вĕсем пире, эпир вĕсене сыхлатпăр»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: