Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Суккулсен пархатарлă ĕçĕ – çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, çар çыннисене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пулăшу пама тăрăшаççĕ. Çак пархатарлă ĕçе пĕчĕк ялсенче пурăнакан ырă кăмăллă, канăçсăр та пысăк чĕреллĕ çынсем тÿпе хываççĕ.

Суккулсен пархатарлă ĕçĕ – çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ
Суккулсен пархатарлă ĕçĕ – çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ

Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнчи волонтерсем тата культура çурчĕн ĕçченĕсем паянхи кун та Раççей салтакĕсем валли маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Маскировка сечĕсем çар ĕçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем салтаксене, хĕç-пăшала, техникăна тата инженер хатĕрĕсене ÿсен-тăран хÿттинче тăшманăн разведкинчен пытарма май параççĕ.  

Эпир килнĕ кун та Елизавета Кириллова, Галина Аднагулова, Любовь Аднагулова тата Надежда Тарасова черетлĕ маскировка сечĕ çыхатчĕç. Урайĕнче вара 3х6 метрлă хатĕр «салтак парни» выртатчĕ, юнашар кĕтесре 5 тĕрке тăратса хунăччĕ. Культура çурчĕн ĕçченĕ Елизавета Николаевна пĕлтернĕ тăрăх, мастерской ирхи 9 сехетрен пуçласа кăнтăрлахи 12 сехетчен ĕçлет. Сеткăсене Ермеккей салинчен илсе килсе параççĕ, хăюсене Уйăлка хĕрарăмĕсем хатĕрлеççĕ. Суккулсем вара вĕсенчен маскировка сечĕсем çыхаççĕ.

Айккинчен пăхсан асăннă ĕç технологийĕ çăмăл пек туйăнать, анчах хăйне евĕр вăрттăнлăхсем пур. Вĕсемпе «Урал сасси» хаçатăн корреспонденчĕ Инга Алексеева та паллашма кăмăл турĕ.   

Суккулсен пархатарлă ĕçĕ – çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ
Суккулсен пархатарлă ĕçĕ – çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ
Суккулсен пархатарлă ĕçĕ – çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ
Суккулсен пархатарлă ĕçĕ – çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ
Суккулсен пархатарлă ĕçĕ – çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ
Суккулсен пархатарлă ĕçĕ – çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ
Суккулсен пархатарлă ĕçĕ – çĕнтерĕвĕн пĕр пайĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: