Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вилнĕ паттăрăн ашшĕ-амăшне газ кĕртме пулăшнă

Фондăн филиалне ятарлă çар операцинче пуç хунă паттăрăн Эдуард Абликовăн амăшĕ Галина Ивановна пулăшу пырса ыйтнă. Вăл газ ирттерессипе çыхăннă документсене йĕркелемешкĕн пулăшу кирлине пĕлтернĕ – сертификата Эдуард илнĕ пулнă.

Вилнĕ паттăрăн ашшĕ-амăшне газ кĕртме пулăшнă
Вилнĕ паттăрăн ашшĕ-амăшне газ кĕртме пулăшнă

Асăннă çемьен çуртри юсав ĕçĕсем вăхăтĕнче тата тÿлевсем илме документсем хатĕрлессипе çыхăннă ытти йывăрлăхсем те сиксе тухнă. Галина Ивановнапа Виталий Апаевич Абликовсене «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд филиалĕн Бурай районĕнчи социаллă координаторĕ Лариса Шавалиева пулăшма килĕшнĕ. Вăл паттăрăн çывăх çыннисене кирлĕ заявление çырса хатĕрлеме пулăшу панă, хăех инстанцисем тăрăх çÿренĕ, ыйтăва татса парассине çывхартнă. Çапла майпа Абликовсен çемйине «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд филиалĕ хăй хÿттине илнĕ. Çемье пулăшăва регионти тата федераллă законсемпе килĕшÿллĕн тулли калăпăшпа илме пултарнă. Галина Ивановнапа Виталий Апаевич Абликовсем Бурай район администрацине тата социаллă координатора пулăшу панăшăн чунтан тав тăваççĕ.

Фондăн республикăри филиалĕн ĕçĕпе туллинрех паллашас тесен çак ссылка çине пусмалла: https://vk.com/public220653548. «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд уйрăмĕ асăннă адреспа вырнаçнă: г.Уфа, ул.Мингажева, 107. Ĕç вăхăчĕ: кашни кун 9.00 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен. 8 (347) 268-01-02 телефонпа консультаци илме пулать.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: