Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çĕнтерĕве йышпа çывхартаççĕ

Паянхи кун ятарлă çар операцийĕ çинчен калаçман, шухăшламан, унта хутшăннă салтаксене пулăшма шутламан çынсем сахал пулĕ тетĕп. Кашни ял-хуларан, çемьерен СВОна хутшăнакансем пурах. Тылрисем вара харпăр хăй пултарнă, вăйĕ çитнĕ таран вĕсене пулăшма тăрăшаççĕ.

Çĕнтерĕве йышпа çывхартаççĕ
Çĕнтерĕве йышпа çывхартаççĕ

Акă, кăратмассем те çак кунсенче салтаксене пулăшас тесе тĕрлĕ ĕçсем йĕркелерĕç. Декабрĕн 8-мĕшĕнче салтаксене валли укçа пуçтарчĕç. Хĕрĕх икĕ çын хутшăнчĕ çак ĕçе. Кашниех пултарнă таран, 200 тенкĕрен пуçласа 1500 таран, укçа куçарчĕç. Сăваплă ĕçе ялтан тухнă, халĕ урăх çĕрте пурăнакан çамрăксем те хутшăнчĕç. Пĕр кун хишшинче 25 пин тенкĕ ытла пуçтарса салтаксене пулăшма куçарчĕç. Тĕплĕнрех калас пулсан, хамăр районти «Гепард» хушма ятлă салтак Урал машина валли кустăрмасем туянма укçа ыйтнă. Нумай мар пулин те хÿтĕлевçе пулăшма пултарчĕç. Асăннă ĕçе пуçарма сĕнекенĕ вара Никита Мурзаков пулчĕ. Вăл – Пелепейре çуралса ÿснĕ ача. Ашшĕ вара çак ялтан.
Çак кунсенчех Чечен вăрçин ветеранĕ Павел Коростелев ялти лавкка умне тимĕр банкăсене пуçтармалли хатĕр лартса пачĕ. Хăй вăрçăра пулнă каччă салтак нушине пуринчен ытларах пĕлет, ăнланать. Павел та Пелепейре пурăнать. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Вăл Кăратмасра çуралса ÿснĕ.
Тунти кун ял вулавăшне Суккулти «Рябинушка» ушкăн хĕрĕсем килсе çитрĕç. Вĕсен ертÿçи Елизавета Кириллова хăйсем СВОри салтаксене еплерех пулăшни çинчен каласа пачĕ. Суккулсем тетĕлсем çыхаççĕ тата окоп çуртисем тума тытăннă. Окоп çуртисене мĕнле тумаллине пуçтарăннисене кăтартса пачĕ. Çакăнтах Кăратмасри вулавăш ĕçченĕ Светлана Филиппова Раççей Конституцийĕн кунĕ çывхарнине палăртса унти йĕркесене аса илтерчĕ. Тĕрлĕ ĕçсем ирттерчĕ, ятарласа хатĕрленĕ выставкăпа паллаштарчĕ. Кунта СВОри салтак амăшĕ те пулчĕ. Çавăнпа та АННЕ çинчен калаçмасăр пулмарĕ. Хамăр ентешсен Серафим Васильев (вăл Суккулта çуралса çитĕннĕ) тата Мĕтри Мишши (Кăратмас поэчĕ) сăввисене аса илчĕç. «Тантăшсем» ушкăн хĕрĕсем Серафим Васильевăн «Анне» поэма сыпăкĕсене чăвашла, вырăсла, тутарла вуласа пачĕç.
Халĕ пулăшăва малалла тăсса салтаксене валли япаласем пуçтараççĕ: тăхăнмалли, çимелли, мунчара усă курмалли хатĕрсем. Ялти «Шевле» ушкăн пайташĕсем те ял чатне окоп çуртисем хатĕрлеме кашни кунах (шăмат кунпа вырсарни кунсăр пуçне) пуçтарăнма май пуррине пĕлтерчĕç.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ,
Кăратмас ялĕ.

Çĕнтерĕве йышпа çывхартаççĕ
Çĕнтерĕве йышпа çывхартаççĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: