Çтерлĕ хулинчи «Аструм» суту-илÿ комплексĕнче те гуманитари пулăшăвне хатĕрлес ĕçе йĕркеленĕ. Кунта пухăнакансем маскировка сечĕсем çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, салтаксем валли ытти кирлĕ хатĕрсене пуçтараççĕ. Çак ĕçе йĕркелесе пыраканĕ тата гуманитари пулăшăвне ăсатаканĕ Данис Гатауллинпа унăн пулăшаканĕсем.
«Аструм» суту-илÿ центрне тăтăшах тĕрлĕ сферăра тăрăшакан çынсем пухăнаççĕ. Акă, нумай пулмасть Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи вĕрентекенсен ушкăнĕ (ертÿçи – А.М. Алексеев) тата вырăнти «Родные напевы» фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Л.М. Петрова) килсе çитрĕç. Вĕсене Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Оксана Федорова, унăн çумĕ Людмила Маркина тата волонтерсемпе ĕçлекен Лариса Павлова ăшшăн кĕтсе илчĕç. Туслăн кар тăрса ушкăнпа пуçăнса пурнăçланă ĕç кал-кал пырать-çке. Эпир маскировка сечĕсем çыхнă май юрăсем шăрантартăмăр. Çав вăхăтрах кашнийĕ хăйĕн ăшĕнче салтаксем ырă-сывă таврăнччăр тесе тем пек кĕл турĕ. Çакăн хыççăн кăшт та пулин ларса канмалла чей ĕçрĕмĕр, сăмах вакларăмăр.
Ĕç кунĕ хыççăн кил-çурта хăварса пархатарлă та сăваплă ĕçе хутшăнма кăмăл тунă çынсене чунтан тав тăватпăр. Пĕрле пулсан пире никам та çĕнеймĕ!
Людмила МАРКИНА, ЧНКА пресс-службин ертÿçи.
Çтерлĕ хули.