Пур хыпар та

Кайраклăсем СВОна пулăшаççĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни Çĕнĕ çулта иртнĕ çулхи манăçми самантсене аса илетпĕр. Элшей тăрăхĕнчи Кайраклă ялĕнче пурăнакансемпе çак ялтан тухнисемшĕн иртнĕ çул «Асра тытатпăр, юрататпăр, хурланатпăр» палăк тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен çемйине, тăван ялне ырă-сывă таврăннисен ячĕсене касса çырнă «Вĕсем Çĕнтерÿпе таврăннă» асăну хăми валли укçа пуçтарнипе асра юлнă.

Кайраклăсем СВОна пулăшаççĕ
Кайраклăсем СВОна пулăшаççĕ

«Хаклă пĕр ял çыннисем, палăк территорине, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе тÿпе хывнисене, укçапа пулăшнисене пурне те чунтан тав тăватпăр», – тет вырăнти вулавăш ĕçченĕ Елизавета Герасимова.
Кайраклăсем ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшу парас ĕçе те хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, вырăнти «Пилеш» чăваш ушкăнĕн пайташĕсем тата вĕсемпе пĕр шухăшлисем (Елизавета Герасимова, Елена Митюкова, Наталья Никифорова, Галина Петрова, Валентина Федорова, Людмила Сидорова, Надежда Хабибуллина, Валентина Федорова, Наталья Федорова, Надежда Кондратьева, Луиза Иванова) çулталăк тăршшĕпех «Пĕрле – эпир вăй» ыркăмăллăх акцине хутшăнăннă. Ырă кăмăллă çынсем укçа пуçтарса кирлĕ япаласем туяннă, пилĕк пысăк коробка типĕ душ наборĕ пуçтарнă тата 150 окоп çурти хатĕрленĕ. Вĕсем çĕнтерĕве çывхартассишĕн ĕçлеççĕ, ырă сунса хатĕрленĕ япаласем хамăр салтаксене ырă-сывă таврăнма пулăшасса шанаççĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА. Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: