Çĕнĕ çулхи мероприятире ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Никитин Наталья Ивановнана хастар гражданла позици илсе пынăшăн пысăках мар парнепе чысланă. Çакăн пек Çĕнтерÿ волонтерĕсем асăннă ял хутлăхĕнче сахал мар.
– Наталия Елисеева ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене гуманитарлă пулăшу ăсатнине ăнсăртран çеç пĕлтĕмĕр. Вăл питĕ сăпайлă çын. Ключевка ялне вăл çыхса хатĕрленĕ черетлĕ нуски партине илме кайсан сăн укерчĕк ÿкме те килĕшмерĕ. Кашни çăм нуски ăшне вăл, салтаксене тăхăнма меллĕрех пултăр тесе, пасар нускийĕ чикет, – каласа парать ял Канаш специалисчĕ Татьяна Никитина.
Наталья Елисеева Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем валли çыхнă япалисене районти ветерансен канашĕ урлă ăсатать çеç мар, отпуска килнĕ салтаксенчен те парса ярать «Çак ĕçе хама мухтаччăр тесе тумастăп. Çамрăк каччăсене хам ачасем вырăнне хуратăп, вĕсене хавхалантарма чун ыйтать, урăхла пулăшма вара майсем çук», – тет сывлăх сыхлав сферин ветеранĕ.
Римма СУЛТАНОВА. Пелепей районĕ.