Вăл хăйне хăй пăхма йывăр килнине, ыратăвĕ канăç паманнине пăхмасăр, шăлне çыртса, куççуль витĕр тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшать, аллине усмасть. Хăй çуртпа пурăнаканăн пÿртре те, тулта та ĕçĕ сахал мар. Ачисемпе виçĕ мăнукĕ, эпĕ тата манăн мăшăр ялан пултарнă таран пулăшма хатĕр.
Сывлăхĕ çирĕп чухне лара-тăра пĕлмен çынна килте лартаймăн. Аппа мĕнпе те пулин усă кÿрес тесе Çтерлĕ хулинчи «Аструм» суту-илÿ центрне кашни кун тенĕ пек маскировка сечĕсем çыхма çÿрет. Виçĕ-тăватă сехет хушши ыратнă ури çинче тăрать, ыратакан аллине ĕçлеттерет. Çывăх çыннăмăр пархатарлă ĕçе миçемĕш хут хутшăннине пĕр вăхăт шутласа пынăччĕ – вăтăр хутчен. Халĕ вара шутне çухатрăм. Эпĕ те аппапа пĕрле çÿреме тăрăшатăп, эрнере пĕрре е иккĕ пулсан та. Маскировка сечĕсем çыхнă хыççăн ывăннине туймастăн, чĕрере савăнăç çуралать, кăмăл çĕкленет, Çĕнтерĕве çывхартас тесе татах та çак пархатарлă ĕçе хутшăнас килет.
Тамара Христофоровнапа Владимир Николаевич (йывăр тăпри çăмăл пултар, пурнăçран уйрăлни пилĕк çул) хĕрĕх çул пĕрле пурăнчĕç, икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Татьянăпа Анна ашшĕпе амăшне Ярослав, Арина тата Женя мăнуксем парнелерĕç. Аппа хими тата апат-çимĕç промышленноçĕсенче ĕçлерĕ. Ĕçре пысăк кăтартусем тунă чăваш хĕрарăмĕн сăн ÿкерчĕкĕ чылай çул хушши Хисеп хăми çинче çакăнса тăчĕ. Тамара Христофоровнан пухмачĕнче Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем чылай, çав шутра тĕрлĕ ведомствăсенчен парса чысланисем те.
2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тамара аппа 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпир ăна çирĕп сывлăх, часах ура çине тăма вăй-хал сунатпăр. Пушă вăхăта усăллă ирттерме 2025 çул валли «Урал сасси» хаçата парне туса çырăнса патăмăр.
Елена ФЕДОРОВА йăмăкĕ, ПР тава тивĕçлĕ артистки.
Çтерлĕ хули.