Пур хыпар та

«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»

Çтерлĕ хулинчи патшалăх театрпа концерт пӗрлешӗвӗнче «Чӗрӳпе паттӑрлӑха туйса ил» патриотизмла концерт иртрӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫин тата Ятарлă çар операцине хутшăннисемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли ҫулталăксене халалланӑ.

«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»
«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»

Ҫак каҫхине «Сарпи» чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗн хастарĕсем, филармони солисчӗсем Ильдар Абдрашитовпа Артем Ильясов куракансем пурте юратакан юрӑсене, пирӗн Тӑван çӗршыв историне, ятарлӑ ҫар операцийӗн паттăрĕсемпе вĕсен паттăрла ĕçĕсене сăнлаканнисене, юрларӗҫ.
ПР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Рудомир Басыров тата театрӑн ташӑ коллективӗ хореографи композицийӗсем хатĕрленĕ. Кӑтартуллӑ «Рощица» вокал ансамблӗн (ертӳҫи – Анна Ахмерова) ҫамрӑк солисчӗсем Данил Солодский тата Анастасия Пескова хăйсен юррисемпе куракансен чӗрисене тыткӑнларӗҫ.
«Чӗрӳпе паттӑрлӑха туйса ил» музыка программине курма Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫӗсене хунӑ ҫамрӑксен ашшӗ-амӑшӗсем, ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансем, вӗсен ҫемйисем, «НАБАТ» ОО спецназ ветеранӗсем, тӗрлӗ патриотла организацисен волонтерӗсем килнӗ. Вĕсем артистсене кашни номер хыҫҫӑн хыттӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ.
Фойере пуриншӗн те «Отечество» организацин хальхи вӑхӑтри хӗҫ-пӑшал куравӗ ӗҫлерӗ. Ҫавӑн пекех маскировка сечĕсем ҫыхас енӗпе ӑсталӑх класӗ те пулчӗ.
Хулари ЧНКА ятӗнчен артистсене Оксана Федорова тав сӑмахӗсем каласа, чечекпе парнесем парса хавхалантарчӗ.
Ҫак пуян та чӗрене хумхантарса куҫҫуль кӑларакан программӑна хатӗрлекенсем филармонин илемлӗх ертӳҫи – Пушкӑртстан Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Лира Файзуллина, «Сарпи» чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗн ертӳҫи Олеся Пескова.
Тепре тӗл пуличчен!
Людмила МАРКИНА,
Ҫтерлӗ хулинчи ЧНКАн пресс-службин ертӳҫи.

«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»
«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»
«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»
«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»
«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»
«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»
«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»
«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»
«Чĕрÿпе паттăрлăха туйса ил»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: