Пур хыпар та

Çĕньялсем çĕнтерÿ часах çитессе шанаççĕ

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах Авăркас тăрăхĕнчи Çĕньял ялĕнче пурăнакансем мобилизаци йĕркипе е хăйсен ирĕкĕпе çара кайнисене пулăшма тытăнчĕç.

Çĕньялсем çĕнтерÿ часах çитессе шанаççĕ
Çĕньялсем çĕнтерÿ часах çитессе шанаççĕ

Фронта ăсатма тумтир, апат-çимĕç, эмелсем пухассине йĕркелерĕç. Кăшт вăхăтран маскировка сечĕсем те çыхма пуçларĕç. Ылтăн алăллă та ырă чĕреллĕ хĕрарăмсем тăрăшнипе аллă маскировка сечĕ çыхса пĕтерчĕç.
Пĕрле ĕç хăвăрт пулать. Пĕрисем пусмана хăюсем çине касса тăраççĕ, теприсем сетьсем çыхаççĕ. Хатĕр сетьсене черетлĕ гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле ятарлă çар операцийĕн зонине çитерсе парĕç.
Çак пархатарлă ĕçе хутшăннă тыл ĕçченĕсене Елена Ефимована, Елизавета Иванована, Галина Петрована, Зинаида Васильевана, Людмила Алексеевана, Ляля Сафиханована, Назиля Валиевана, Елизавета Ермолаевана тата ыттисене чунтан тав тăватпăр. Ку вĕсем Тăван çĕршыва чунтан юратнине, тахçантанпах пурте кĕтекен çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнине çирĕплетет. Çак хĕрарăмсен хăйсен ĕçĕсем, татса памалли ыйтăвĕсем çук мар. Апла пулин те вĕсем хăйсен вăхăтне, вăй-халне шеллемеççĕ, ыттисен хуйхи-суйхине ăнланма тăрăшаççĕ, хамăр салтаксем ырă-сывă таврăнасса, çĕнтерÿ часах çитессе шанаççĕ.
– Хамăр ентешсене пулăшас тĕллевпе эпир сахал мар ĕç турăмăр. Малалла та пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса, шанса ĕçлесен эпир тата та ытларах ĕç тума пултарăпăр. Хальхи йывăр вăхăтра пирĕн нихçанхинчен те çирĕп, пĕр-пĕринпе çывăх та туслă пулмалла, – теççĕ вĕсем.
Пĕрле пулсан çĕнтеретпĕрех.
Людмила МАРКИНА.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: