Пур хыпар та

Тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕсем çирĕп

Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче «Пурте Çĕнтерÿ валли!» («Все для Победы») ыркăмăллăх концерчĕ иртрĕ.

Тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕсем çирĕп
Тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕсем çирĕп

Мероприяти шайĕнче Эрехĕрри ял хутлăхне кĕрекен тăватă ял çыннисем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли 84 пин тенкĕ, çавăн пекех ăшă япаласенчен, гигиена хатĕрĕсенчен тата килти кучченеçсенчен тăракан темиçе теçетке посылка пухма пултарчĕç. Енкрелпе Эрехĕрри ялĕсенче пурăнакансем тата вырăнти шкулта вăй хуракан педагогсен ушкăнĕ кил салми касрĕç. Унсăр пуçне вĕсемех темиçе савăт сиплĕ пыл хатĕрлерĕç.
Клубăн фойинче ял çыннисем фронта пулăшу панă тĕссен куравне йĕркеленĕччĕ. Çавăн пекех кунта мастер-классем те иртрĕç. Вĕсенче шкул ачисем салтаксем валли çырусем çырчĕç, парафин шăрпăкĕсем хатĕрлерĕç, окоп çуртисем турĕç, салма касрĕç. Аслисем маскировка сечĕсем валли хăюсене мĕнле хатĕрлемеллине кăтартса пачĕç. Асăннă ялăн арçыннисем пĕрремĕшсем пулса районти «Здесь и сейчас» волонтер клубĕн йышне кĕнĕ, каярах хĕрарăмсем хутшăннă. Паянхи кун тĕлне клубăн Эрехĕрринчи филиалĕ 28 тĕрке пир каснă. Урăхла каласан – 7,5 çухрăм пĕтĕмĕшле материал тата 23 çухрăм хăю! Унсăр пуçне ял хĕрарăмĕсем районта пуçласа салтаксем валли ăшă нускисем çыхма пуçланă.
Эрехĕрри ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ольга Зарянова хăйĕн сăмахĕнче ялсенче пурăнакансем гуманитари пулăшăвне хатĕрлес тата салтаксем ыйтнине туянма укçа-тенкĕ пуçтарас ĕçре хастар пулнине палăртрĕ. 2023 çулхи ноябрь уйăхĕнче çак тĕллевсем валли 73 пин тенкĕ пухнă пулнă, август уйăхĕнче икĕ квадрокоптер туянма 100 пин тенкĕ пухма мехел çитернĕ. Паянхи кун тĕлне асăннă ял хутлăхĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр ыйтнипе квадрокоптер туянма 140 пин тенкĕ пухнă, нухрат пухасси малалла пырать.
Эрехĕрри ялĕнчен çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме ултă çынна мобилизаци йĕркипе чĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне 10 çар çынни контракт мелĕпе служба иртет. Шел пулин те, çухатусем пулнă, паттăрсене сума суса шăплăх минучĕпе асăнчĕç. Елизавета Исаева вĕрентекен ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра паттăрлăх кăтартакан салтаксен ячĕпе чылай ăшă сăмах каларĕ, вĕсен мăшăрĕсемпе Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене çитĕнтернĕ амăшĕсене тав турĕ, чĕрĕ чечексем парнелерĕ.
Ял çыннисем çĕнтерĕве çывхартас ĕçе пысăк тÿпе хывнине Ермеккей район администрацийĕнчи культурăпа спорт тата çамрăксен политикин уйрăмĕн ертÿçи Ирина Рахматуллина, «Здесь и сейчас» районти волонтерсен клубĕн ертÿçи Энже Шафикова та палăртса хăварчĕç. Энже Кабировна клуб йышĕнче хастар ĕçленисене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата «Паттăрсен арăмĕсем» («Жены Героев») проектпа паллаштаракан видеоролик кăтартрĕç. Проект асăннă хутлăхран тухнă çĕршыва хÿтĕлекен çар çыннисен амăшĕсемпе мăшăрĕсене сăнласа парать.
Çак кунхине сцена çинчен шкул ачисемпе хăй пултарулăх ушкăнĕсем, Раис Ханнановпа Рафис Мустахитдинов, Наталия Долгополовапа Раиса Тажетдинова, Руфина Валиуллинапа Рамиля Мазитова, Галина Кузьминапа Валентина Павлова шăрантарнă патриотла юрăсем янăрарĕç. Мероприяти ылтăн юбилярсене – Галинапа Николай Ивановсене – чыс тунипе вĕçленчĕ. Сумлă мăшăр ултă ача çуратса çитĕнтернĕ.
Тĕлпулăва пухăннă çынсене çĕнтерĕве шанни тата ăна хăвăртрах çывхартас туртăм пурри пĕрлештерчĕ. Елизавета Исаева палăртнă тăрăх, çĕнтерÿ пирте пулатех. Мĕншĕн тесен усалăн ури кĕске, тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕ çирĕп.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕсем çирĕп
Тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕсем çирĕп
Тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕсем çирĕп
Тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕсем çирĕп
Тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕсем çирĕп
Тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕсем çирĕп
Тĕрĕслĕхĕн аллисем вăйлă, тымарĕсем çирĕп
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: