Çĕнтерÿ пиртен кашнинчен килет
Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи Кузьминсен çемйинче çуралса ÿснĕ Алевтина Герасимовна 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче волонтер ĕçĕ-хĕлне пуçарса янă. Шăпах çавăн чухне Пишпÿлек арĕсен пĕрремĕш партине мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине чĕнсе илнĕ.
- СВО пуçланнăранпа ентешсемшĕн чун-чĕре ыратать. Чылай пĕлĕш, тăван, ĕçтешсен мăшăрĕсемпе ывăлĕсем вăрçа пĕрремĕш кунранах хутшăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсене мĕн тери йывăр килнине лайăх ăнланатăп. Хамăр районти пĕр салтак хăйĕн укçипе эмелсем, амбулатори карточкисен бланкĕсене тата канцеляри хатĕрĕсене 150 пин тенкĕлĕх туяннине илтсен пуçра «волонтер ĕç-хĕлне пуçарса ямалла» текен шухăш çирĕпленсе ларчĕ. Чăн малтан ватсапра «Пишпÿлек хамăрăннисене пăрахмасть» ятарлă ушкăн йĕркелерĕмĕр. Унăн йышне 170-200 çын кĕчĕ. Тĕллевсем лартнă хыççăн укçа-тенкĕ пухма тытăнтăмăр. Икĕ кун хушшинче 300 пин тенке яхăн пухăнчĕ. Фронт валли йăлтах мĕн кирлине туянса икĕ машина ăсатрăмăр, - аса илет Алевтина Герасимовна. – Вăхăт иртнĕçемĕн çÿлерех асăннă ушкăнран уйрăлса çĕннине - «Пĕтĕмпех Çĕнтерÿ валли» - йĕркелерĕм. Сăлтавĕ - тавлашуллă самантсем те, шухăшсем пĕр килменни те пулни. Паянхи кун çĕнĕ ушкăнăн йышĕнче 800 ытла çын тăрать. Пире шаннă, пирĕн хыççăн кайнă çынсене пысăк тав самахĕ калатăп.
...Ушкăн йыш ут утланать
«Пĕтĕмпех фронт валли» волонтерсен ушкăнĕ хаклă йышши техникăпа тумтире туянассине, гуманитари пулăшăвне пухассине ырă кăмăллă çынсем хăйсен ирĕкĕпе куçарнă укçа-тенкипе пурнăçлать. Унсăр пуçне тата ытти ыйтăва та тимлет. Хăш чухне ĕçри ăнăçу «Пĕччен пуç пĕшкĕнет, ушкăн йыш ут утланать» ваттисен каларăшĕпе тÿр килет. Тĕслĕхрен, яшка-концентратсен конвейерне илер.
- Расима Петрова ертсе пыракан ушкăн салма тата хĕрлĕ кăшман яшкисен рецепчĕсене шухăшласа кăларчĕ. Александр Тихонов, Александр Милютин тата Николай Коваленко экологи енчен таса ашпа тата пахча çимĕçпе тивĕçтереççĕ. Волонтерсем тутлăхлă яшкасен пуххисене хатĕрлес тесе аш-какая мясорубкăпа вĕтетеççĕ, унтан ăна тата вĕтетсе туранă пахча çимĕçе типĕтеççĕ. Техĕмлĕх курăкĕсем, салма хушса тĕркесене (пачка) чĕркеççĕ. Кăшман яшки пулсан ун валли мĕн кирлине хутăштараççĕ. Пĕр тĕрке 12 порцирен тăрать. Паянхи кун тĕлне 5000 яхăн тĕрке ăсатнă. Нумай пулмасть черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ çула тухрĕ. Хальхинче Расима Петрова ушкăнĕ 5000 яхăн килти пельмен хатĕрлерĕ. Вĕсем çул çинче ан ирĕлччĕр тесе мăшăрăм, Александр Витальевич, техноплексран ятарлă ещĕксем ăсталарĕ. Чей пуххисен, çыхнă алса-нускисен, ăшă тытакан пиçиххисен, пурнăçа çăлма пулăшакан алă суллисен, окоп çуртисемпе шăрпăкĕсен шучĕ те çук вара. Паянхи кун салтаксем техника (генераторсем, тепловизорсем, квадроциклсем), пурнăçа çăлса хăварма пулăшакан хатĕрсем (квадрокоптерсем, дронсенчен хÿтĕленмелли утиялсем) ыйтнине тивĕçтерме тăрăшатпăр. Малтанхи çулсенче администраципе, гуманитари конвойĕсемпе пулăшăва ăсататтăмăр. Халĕ вара хамăр тĕллĕн çак ĕçе пурнăçлатпăр. Транспорт шыратпăр, водительсемпе калаçса татăлатпăр. Пулăшăва вырăна илсе çитерес ĕçре район арĕсем кăна мар, ытти регионта пурăнакансем те пулăшаççĕ. Унсăр пуçне эпир ытти тăрăхри волонтерсен ушкăнĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Сăмахран, дронсенчен хÿтĕленмелли утиялсене Нуриман районĕнчи «Единое сердце» волонтер ушкăнĕ çĕлесе парать. Эпир вĕсене материалсем çеç туянса паратпăр. Çак кунсенче вара Новороссийск хулинчи пĕр ушкăнпа паллашрăмăр. Вĕсем радиоэлектронлă хумсенчен хÿтĕленмелли утиялсем çĕлеççĕ. Вĕсен ăсталăхне тата технологине РФ Оборона министерстви тивĕçлĕ шайра хак панă. Çакна шута илсе эпир те салтаксен пурнăçне çăлса хăварма пулăшакан утиялсене çĕлесе пама ыйтрăмăр, - волонтерсен командин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать ĕçчен те ырă кăмăллă хĕрарăм.
Тăван кĕтесе юратса
- Ача чухне атте «Çăкăрпа çеç тутă пулаймăн» тесе каланине халĕ те астăватăп. Çакă вара пĕтĕмпех тĕрĕс темелле. Кулленхи хĕвĕшÿре шăплăх çитмест. Чунăм вăй-хăват илмелли вырăн ыйтать. Çапла пĕррехинче мăшăрăм питĕ илемлĕ вырăна илсе кайрĕ. Кунта вăхăт чарăнать, чĕре лăпланса канлĕх тупать. Çак вырăн Утрасвар ятлă.
Çу пуçламăшĕн кунĕсенче эпир юмахри пек илемпе киленме килсе çÿреттĕмĕр. Август уйăхĕнче, мăшăрпа çăлкуç çывăхĕнче ларнă май, мăн асаттесене тата асăннă ялтан тухнисене асра тытса часавай лартма йышăну турăмăр. Телее, çывăх çынсемпе юлташсем пирĕн шухăша ырласа йышăнчĕç. Часах арçынсем пура пуралама пикенчĕç. Юлташсемпе пухăнса çăлкуçа тасатрăмăр, йĕри-тавра ÿснĕ курăка çултăмăр, çÿп-çапа пуçтартăмăр. Кашнин валли ĕç тупăнчĕ. Çапла часавайăн куполне тутартăмăр, пура хатĕр… Анчах çанталăк начар тăнипе пуçланă ĕçе вĕçлеме май памасть. Туррăн ункайĕ çитмен-тĕр. Пĕр каçхине сăваплă вырăн кам ячĕпе хисепленĕ-ши текен ыйту çуралчĕ. Шухăшласан-шухăшласан мăшăрăм Петĕрпе Февроние халаллама сĕнчĕ. Тепĕр кунхине ĕçсем вырăнтан хускалчĕç. Тинех ырă ĕç тума Турă пиллерĕ. Паянхи кун нимĕнле укçа-тенкĕ те, чикĕ леш енчи пляж та вăй-хăват илмелли вырăна улăштараймасть. Кăçал унта кĕпер тăвасшăн, пĕве йĕри-тавра сукмасем пулĕç, - терĕ Алевтина Васильева куççульне тытса чараймасăр.
2024 çулхи сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче хăçан-тăр Утрасвар ялĕ пулнă вырăнта çемьен чăн-чăн управçисене Петĕрпе Феврони мăшăра халалласа хăпартнă часавая Салаватпа Кумертау Епископĕ Николай, Владимир тата Георгий аттесем çветит тунă. Тăван çĕр çинчи сăваплă çурта Алевтина Васильеван тата унăн çемйин вăйĕпе хăпартнă. Утрасвар Хушăлкапа Кистенлĕ ялĕсем хушшинче вырнаçнă пулнă. Халĕ унтан нимĕн те тăрса юлман. Юлашки çынни 1992 çулта ялтан тухса кайнă.
Ĕçлеме те, канма та пĕлмелле
Иртнĕ çулхине Мускаври ыркăмăллăх фончĕсенчен пĕри Алевтина Васильеван ушкăнĕнче тăракан волонтерсем валли Крымра кану йĕркелеме сĕннĕ. Çакă иккĕленÿ çуратнă - «ултавçăсем тĕрлĕ май тупса шанăçа кĕме тăрăшаççĕ» текен шухăш пуçра çуралнă.
- Чылай вăхăт иртсен ыркăмăллăх фончĕн ертÿçипе çыхăнăва тухрăм. Вĕсем ултавçăсем маррине ĕненсен çар çыннисен çемйисене тата волонтерсене канма ăсатрăмăр. Çапла 245 çын 14 кун хушши Крымра канса килчĕç. Çулпа çыхăннă тăкаксене ыркăмăллăх фончĕ хăй çине илчĕ, хăна çурчĕн хуçи апат-çимĕçпе тата çывăрмалли вырăнпа тÿлевсĕр тивĕçтерчĕ. Унсăр пуçне Пишпÿлек салинчи шкул ачисен пĕр ушкăнне Мускаври «Патриот» парка илсе кайрăм. Çавăн пекех волонтерсен икĕ ушкăнне Мускава, пĕр ушкăнне Хусана, маскировка сечĕсем çыхакан хĕрарăмсене Красноуольскине канма илсе кайма мехел çитертĕм. Çыннăн ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлмелле, Турă панă кашни кунпа савăнмалла, - малалла сăмах тăсрĕ пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа, вĕçне çитиччен пурнăçлама тăрăшакан чăваш хĕрарăмĕ.
«Маринăн хăна çурчĕ» проект
«Çын илемлĕ ĕçĕпе», «Ăсти епле, ĕçĕ те çапла» тенĕ мăн асаттесемпе асаннесем. Çак сăмахсем Алевтина Герасимовна пирки каланăн туйăнаççĕ. Чăн та, унран тĕслĕх илме пулать. Волонтер ĕçĕ-хĕлне илсе пынисĕр, усламçă пулса ĕçленисĕр пуçне Пăслăк хĕрарăмĕ несĕлсемпе çыхăнтаракан тымара сыхласа хăварассине те мала хурать. Хăй чăваш пулнине сăмахпа кăна мар, ĕçпе те уççăнах палăртма тăрăшать.
- Пуçра интереслĕ проектсем чылай, анчах алă çитмест. Çывăх вăхăтра пурнăçлама палăртнисенчен пĕри - «Маринăн хăна çурчĕ». Проект Кистенлĕ ялĕнче, хуняма çуртĕнче пурнăçа кĕрĕ. Вăл чăвашлăхпа çыхăннă. Пирĕн пата, Пăслăк ялне, çулсерен тĕрлĕ регионсенчен юлташсем килеççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем пуçласа ял таврашĕнче пулса кураççĕ. Хăш чухне хăнасене хамăр çуртра вырнаçтарса пĕтерейместпĕр. Çавăнпа хăна çурчĕ уçма палăртрăмăр. Çурта юсаса çĕнетĕпĕр, унăн тулашне чăваш эрешĕсемпе илемлетĕпĕр. Ăшĕнче чăваш халăхĕн асамлă тĕррисемлĕ кавирсем, пукан çине сармаллисем, ал шăллисемпе сăмса тутрисем вырнаçĕç. Çапла майпа эпир чăвашсем, пирĕн ăс-хакăл тата пурлăх культури пуян пулнине çирĕплететпĕр. Паянхи кун мăшăрăн йăмăкĕ çурта юсаса çĕнетмелли проекта хатĕрлет, - çĕнĕ проектпа паллаштарчĕ Алевтина Васильева.
«Пурнăçа кăлăлах ирттерес марччĕ» девизпа малалла
Александрпа Алевтина Васильевсен çемйи (София тата Валерия хĕрĕсем, шкулта вĕренекен Матвей ывăлĕ тата Зоя Георгиевна амăшĕ) «Халăх фрончĕ» президент юхăмĕнче тăрать. Çемье команда ĕçĕсен тĕлĕшĕпе килĕшÿре пурăнать: пĕрле çар валли кирлĕ япаласем туянаççĕ, гуманитари тиевĕсем пуçтараççĕ. Васильевсен çурчĕ, гаражĕ тата икĕ медицина клиникин пÿлĕмĕсем чăн-чăн штабпа складсене çаврăннă ĕнтĕ.
София хĕрĕ гуманитари конвойĕсемпе çула тухнă, Крымри çар позицисене хутшăннă. Валерия «Халăх фрончĕн» Çамрăксен çуначĕ команда йышĕнче 2024 çулхи октябрь уйăхĕн 13-27-мĕшĕсенче Курск госпиталĕнче ĕçленĕ. Çамрăк хĕр салтаксене операцие хатĕрленĕ, операци вăхăтĕнче кирлĕ материалсемпе тата эмелсемпе тивĕçтернĕ. Çапла икĕ эрне хушшинче тухтăр тунă 40 операцие хутшăннă. Унччен маларах Валерия Орск хулинче çурхи ейĕве пула инкеке лекнисене пулăшу пама кайнă. Матвей вара окоп çуртисем тăвать, гуманитари пулăшăвне машинăсем çине тиет. Алевтина амăшĕ, Зоя Георгиевна, çемьешĕн тĕслĕх пулса тăнă. Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтернĕ, 24 çул хушши ача сачĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ хĕрарăм ятарлă çар операцийĕ пуçланнă кунранах çамрăксене пулăшу парать. Çак вăхăт хушшинче кинемей темиçе теçетке нуски çыхнă, çĕршер пахча çимĕç консерви хатĕрленĕ, минтер-утиял тунă, çар валли кирлĕ япаласем туянма укçа панă.
- Волонтер юхăмĕнче пирĕн çемье йышлăланчĕ, çĕршер ывăлпа пичче тупрĕ. Вĕсем Çĕнтерÿпе таврăччăр тесе эпир Турра кĕл тăватпăр, май пур таран пулăшатпăр. Пирĕншĕн мĕнпур салтак та хамăрăннисем, тăвансем.
Волонтер ушкăнĕн планĕсем пысăк. Ĕçĕ çителĕклĕ. Пирĕн ĕмĕт – салтаксене килĕсене ырă-сывă, çĕнтерÿпе часрах таврăнтарасси, - тесе сăмах вĕçлерĕ çар чаçĕсемпе ветеран организацийĕсен Тав çырăвĕсен, ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн медалĕсен хуçи чăваш чунлă Алевтина Герасимовна.
Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ.