Мероприятие çамрăк, çав вăхăтрах паллă юрăç Снежанна Сергеева йĕркеленĕ. Ăна çак ĕçре Инна Сергеева аппăшĕ пулăшнă. Вăл çамрăк юрăçăн продюсерĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Унччен маларах пултаруллă хĕр икĕ район центрĕнче, Киргиз-Миякипе Пишпÿлек салисенче, ыркăмăллăх концерчĕсем панă пулнă. Вĕсенче юрăç 230 пин тенкĕлĕх (Киргиз Мияки – 110 пин тенкĕ, Пишпÿлек – 120 пин тенкĕ) тупăш илме пултарнă. Кашни пусне-тенкине вара ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу туса панă.
Снежанна Ĕпхÿ хулинче çуралса ÿснĕ. Чăваш хĕрĕ хăйĕн пултарулăхне 9 çул хушши вокал енĕпе аталантарнă. Паянхи кун вăл «Таланты» вокал студийĕн ертÿçи пулса тăрăшать. Ĕпхÿри ÿнер училищинче тарăн пĕлÿ илнĕскер концертсенче тĕлĕнмелле вокал пултарулăхне кăтартнă: эстрада юррисенчен пуçласа академи произведенийĕсем таран. Çамрăк юрăçăн професси пĕлĕвĕ тата таса кăмăлĕ куракансене чăннипех тыткăнланă.
– Вырăсла, пушкăртла тата чăвашла юрăсем итлекенсен чĕрисене ярса илчĕç, залра ларакансем ура çине тăрса алă çупрĕç, – палăртнă куракансем.
Çавăн пекех концерта Авăркас районĕнчи культура керменĕнчи ташă коллективĕсен воспитанникĕсем илем кÿнĕ, вĕсем наци тата патриотизм номерĕсемпе савăнтарнă.
Хальхинче те Снежанна билетсем сутса тунă тупăша, 16 пин тенке, вырăнти волонтерсен штабне ярса панă. Çакна та палăртса хăвармалла: паянхи кун Çтерлĕ хулинче те çакăн йышши ыркăмăллăх концерчĕ йĕркелесе ирттересси пирки волонтерсемпе тата культура ĕçченĕсемпе калаçусем пыраççĕ. Çак ĕçе вăл чунĕ хушнипе тата СВО участникĕсене кăштах та пулин пулăшас ĕмĕтпе тăвать. Мĕншĕн тесен хĕрĕн савнийĕ ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çĕршыва хÿтĕлет.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ, Толбазă ялĕ.