Çапла «Творим добро» волонтер клубĕн пайташĕсем салтаксене ярса пама икĕ кун хушши кил салми каснă. Март уйăхĕн 13-мĕшĕнче ĕçрен хăраман хĕрарăмсем 50 çăмартаран чуста çăрнă пулсан, тепĕр кунхине (мартăн 14-мĕшĕнче) – 60 çăмартаран.
Ку ĕç питĕ кăткăс: чуста çăрмалла, ăна çÿхе туса сармалла-касмалла, салмана лайăх типĕтмелле. Апла пулин те куç хăрать те алă тăвать.
Çавăн пекех Ермеккей, Кăратмас тата Янăшма ялĕсенчи «Ак калфакпа» «Подруги», «Луч добра» ушкăнсем пĕрлешсе марля каснă, госпитальсем валли медицина салфеткисем хатĕрленĕ. Хальхинче марля тĕрки 1000 метр вăрăмăш пулнă. Анчах тавçăруллă хĕрарăмсем ĕç меслетне шухăшласа кăларнă, кĕске вăхăт хушшинче салфеткăсем тума марля каснă. Туслă команда пухăннăран ĕç вĕресе çеç тăнă. Çакăн хыççăн кашни ушкăн хăйĕн килĕнче салтаксем валли медицина салфеткисем хатĕрленĕ.
Тавах сире, тĕлĕнмелле ырă камăллă та пысăк чĕреллĕ хĕрарăмсем!
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.