Пур хыпар та

Волонтерсем Çĕнтерÿ кунĕнче те ĕçре

Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитрĕ. Çавна май Çтерлĕ хули тата та илемленчĕ, çут çанталăк та хăй витĕмне кÿчĕ: чиесемпе улмуççисем, сирен чечек çурса таврана тутлă шăршă сарчĕç.

Волонтерсем Çĕнтерÿ кунĕнче те ĕçре
Волонтерсем Çĕнтерÿ кунĕнче те ĕçре

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Вилĕмсĕр полк» ретне хутшăнма Ленин проспекчĕ хĕрринчи йывăçсен хÿтлĕхĕпе утрăм. Кунта парк евĕрех – хула халăхне уçăлса çÿреме брусчатка сарнă сукмаксем, чечек клумбисем, йывăç тĕмĕсем, вĕсен хушшинче ларса канмалли саксем. Паян çак вырăн Мускав хулинчи Арбат урамне аса илтерет: суту-илÿ палаткисем, тĕрлĕ вак-тĕвек, тетте сутакан сĕтелсем, кĕнеке, сăн ÿкерчĕк куравĕсем… Çакăнтах уява халалланă хĕрлĕ ялавсем, салтак пилоткисем, вĕрсе хăпартнă хăмпă сутакансене те куратăн. Кашни вырăнтах кăсăкланакансем пур – хăшĕ мĕн-тĕр туянать, хăшĕ ытахальтен пăхса çÿрет. Ушкăнпа, çемьепе е пĕччен утакансем пурте тенĕ пекех илемлĕ тумланнă, çар тумĕпе çÿрекенсене те курма пулать.
Ерипен утса пынă май эпĕ тетел çыхакан вырăна пырса тухрăм. Уява йĕркелекенсем çак ĕçе халăх умне илсе тухса кăтартни питĕ паха пулăм. Кăсăкланса вĕсен çывăхне пытăм. Çирĕп кăна кашта çине тетел валли çипсем карнă, çывăхри коробкăсенче симĕс, çырă, хăмăр хăю татăкĕсем. «Зов сердца» волонтерсен ушкăнĕн пайташĕсем çакăнта мастер-класс ирттереççĕ иккен, урăхла каласан маск-сетка çыхма вĕрентеççĕ. Çакăнтах уяв хатĕрĕсем те курăнаççĕ: сĕтел çинче пĕчĕк хĕрлĕ ялавсем тата тумтир çине çакмалли значоксем, илемлетсе тунă Георгий хăйăвĕсем те пур.
Ушкăнри çынсемпе калаçу хускатнă май çак пурлăх çумĕнче тăраканĕ Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрарăмĕ пулса тухрĕ. Валентина Владимировна Никитина кунта виççĕмĕш çул, волонтерсен ушкăнĕпе пĕрле, хăй туса хатĕрленĕ япаласене илсе тухать, тусĕсемпе пĕрле СВО пулăшăвне хутшăнать.
– Пирĕн ушкăнра кашни хăй мĕнле ĕç тума пултарать çавна пурнăçлать: пĕри ăшă нуски çыхать, тепри – маска-плащ, ыттисем куллен тенĕ пек, маскировка сечĕсем çыхма çÿреççĕ. Эпĕ малтан ăшă çăм нускисем çыхаттăм – 80 мăшăр пулчĕ. Халь маск-шлем çыхса хатĕрлетĕп, вĕсен шутне çĕртен ирттертĕм. Пурăнакан çурт подъездĕнче асли шутланнипе çуртасем тума пушă банкăсем, тетел çыхма тюль е урăх материал пухатăп. Госпитальте выртакансем валли аялти тумтир, утиял илсе килекенсем пур. Вĕсене штаба леçетĕп. Çак ĕçе тума никам та хушмасть, тивĕçлĕ канура пулсан та, хамăр кăмăлпа пушă вăхăтра тăватпăр. Пирĕн ертÿçĕсем, ĕçе йĕркелекенсем – Гульнара Амировапа Елена Езус. Вĕсемех тÿлевсĕр концерт е спектакль курма калаçса татăлсан, ушкăнпа каятпăр. Çулсерен Çĕнтерÿ кунĕнче виçшер маск-тетел çыхаканччĕ, кăçал та çапла пуласса шанатпăр. Чăнах та шанăç тÿрре килетех, мĕншĕн тесен тетел çыхма лартнă кашта патĕнчен кăсăкланакан çын татăлмасть: пĕри вĕренмелле икĕ-виçĕ хăю çыхса хăварать, вăл айккине кайсан ун вырăнне тепри килсе тăрать, – манпа чунне уçса калаçать чăваш хĕрарăмĕ.
Çакăнта çын юхăмĕ татăлассăн туйăнмасть. Ятарлă çар операцийĕ валли пулăшу яланах пулĕ. Валентина Владимировна пек пулăшаканăн ĕçĕ, Раççей шайĕпе илсен, пĕр тумлам пек кăна пултăр, анчах пурне те пĕрлештерсен çак ĕç пысăк юхан шывпа танлашать.
Эпĕ хамшăн çапла пĕтĕмлетÿ туса «Вилĕмсĕр полк» акци йĕркелекен вырăна ерипен утрăм. Утнă май мана Çĕнтерÿ юрри çирĕпрех те çирĕпрех илтĕне пуçларĕ.
Геннадий ЧЕЛПИР.
Çтерлĕ хули.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас