Пур хыпар та

Çĕрмĕш маскировка тетелĕ хатĕрленĕ

Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцинчи салтаксене тĕрлĕ майсемпе пулăшма тăрăшаççĕ. Пĕрисем укçа-тенкĕпе, теприсем хăйсен аллисемпе тунă япаласемпе малти линири арçынсене ăшăпа хÿтлĕх парнелеççĕ.

Çĕрмĕш маскировка  тетелĕ  хатĕрленĕ
Çĕрмĕш маскировка тетелĕ хатĕрленĕ

Çапла майпа Авăркас районĕнчи Ибрай ял Канашне кĕрекен ялсен çыннисем хăйсен ĕçĕсене хăварса маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Çак пархатарлă ĕçе аслисем çеç мар, ачасем те хутшăнаççĕ.
Июнь уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне кĕмĕл волонтерсем Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Зинаида Васильева ертсе пынипе çĕрмĕш тетел çыхса пĕтернĕ. Ырă кăмăллă хĕрарăмсем асăннă ĕçе 2024 çулхи май уйăхĕн 4-мĕшĕнче пуçланă.
– Çак çитĕнÿ ырă кăмăллă та ĕçчен, Тăван çĕршыва парăннă çынсен ĕçĕ. Пĕрлĕхлĕ ĕçе хутшăнакан кашни çынна тав тăватăп. Çĕнтерÿ пирĕн енче пуласса, салтаксем сывă таврăнасса шанатăп! – тенĕ Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов.
Ятарлă çар операцинчи салтаксене пулăшас тесе Авăркас районĕнчи Старое Ибраево тата Çĕньял ялĕн хĕрарăмĕсем кашни кун ĕçе çÿренĕ пекех 10 сехете клуба пуçтарăнаççĕ.
– Тетел çыхас ĕçе пуçласа яма Василий Федоровпа Василий Петров пулăшрĕç. Василий Никифорович пилорама хуçи пулнă май хăмасемпе тивĕçтерчĕ, Василий Александрович платник ĕçне ăстаскер станок майлаштарчĕ. Кашни кун килти ĕçĕсене, сывлăх çитменлĕхĕсене пăхмасăр пархатарлă ĕç тума пухăнакан Назиля Валиевапа Елизавета Иванована, Лидия Хамидуллинапа Ляля Сафиханована, Раида Шамсунована, Галина Петровапа Алфира Журавлевана, Елена Ефимовапа Вера Кузьмина йĕркелÿçĕсене палăртса хăварас килет.
Пире пурне те çĕнтерĕве çывхартас, салтаксене хÿтĕлес, пулăшас тĕллевсем пĕрлештереççĕ. Чылайăшĕн ывăлĕсемпе кĕрушĕсем ятарлă çар операцинче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Паллах, çывăх çынсен пурнăçĕсемшĕн пăшăрханатпăр, пурнăçра сиксе тухакан ыйтусене хамăр хушăра сÿтсе яватпăр, чунрине уçса калаçатпăр, канашсем паратпăр. Çуралнă кунсене те кунтах чей ĕçсе палăртни пулкалать. Пирĕн ушкăнра тĕрлĕ наци çынни пулсан та эпир пĕр çемьери пек туслă, çак ĕç пире питĕ çывăхлатать, – хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарать Зинаида Моисеевна.
Сăмах май каласан, Зинаида Васильеван хĕрĕ Анжела Игнатьева та амăшĕн ĕçне малалла тăсать, ятарлă çар операцинчи салтаксене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерсе тăрать. Çапла пулмалла та, кашнин май пур таран пĕрлехи ĕçе хăй тÿпине хывмалла. Укçа-тенкĕпе, апат-çимĕçпе, алса-чăлхапа, кил салмипе, милĕкпе, тетел çыхнипе, транспорт-техникăпа… Пирĕн Тăван çĕршыв пĕрре çеç-çке! Çĕршыва хÿтĕлес ĕçре тыл çирĕп пулнинчен вара нумай килет.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.

Çĕрмĕш маскировка  тетелĕ  хатĕрленĕ
Çĕрмĕш маскировка  тетелĕ  хатĕрленĕ
Çĕрмĕш маскировка  тетелĕ  хатĕрленĕ
Çĕрмĕш маскировка тетелĕ хатĕрленĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас