Çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ хăй тивĕçĕсене ятарлă çар операцийĕнче пурнăçлакан салтак ыйтнипе иртнĕ канмалли кунсенче вĕсем хăйне майлă акци ирттерме шутланă.
– Пирĕн ял хутлăхĕнчен Украинăри ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе лекнисем, унта хăйсен ирĕкĕпе кайнисем нумайăн. Ялĕпех вĕсемшĕн пăшăрханатпăр, – тет Хушăлка ялĕнчи «Мужество» çарпа патриотизм клубĕн ертÿçи Николай Петров. – Хамăр ял ачи милĕксем кирлĕ тесессĕнех ĕçе тытăнтăмăр. Салтаксене пулăшу, асра тытни, килте кĕтни мĕн тери кирлине питĕ лайăх ăнланатпăр.
Арçынсем (Николай Петров, Юрий Васильев, Владимир Васильев, Юрий Иванов) нумай шухăшласа тăман. Çумăрсем час-часах çунăран çулсем начар пулнине пăхмасăрах хурăн тураттисем касма кайнă. Вăрман хăй пуянлăхне уçă кăмăлтан парнеленĕ, машина часах тутлă шăршăллă туратсемпе тулса ларнă.
Юрий Ивановăн картишĕнче ĕç вĕреме пуçланă: пĕрисем туратсене пĕр-пĕрин çумне пуçтарса милĕксем хатĕрленĕ, теприсем çыхса, тураттисене касса типме çакнă.
– Милĕксене чуна парса çыхрăмăр. Вĕсем пирĕн ял ачисене тасалăх çеç мар, сывлăх та, вăй-хал та илсе килччĕр, тăван килĕсемпе çывăх çыннисем çинчен аса илтерччĕр. Эпир вĕсене питĕ юрататпăр, çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтетпĕр, – тет Петровка ялĕнче пурăнакан Анатолий Алексеев.
Часах хатĕр милĕксене коробкăсем ăшне хурса малти рете ăсатĕç. Вĕсенче кашнинчех тăван çĕр, ăшă алă, юратупа çĕнтерĕве шанни упранать. Ял çыннисем хăйсен сăпайлă парни салтаксен чунĕсене ăшăтасса, кил çинчен аса илтерессе, хĕн вăхăтра вăй парасса шанаççĕ. Темле йывăр вăхăтра та ĕненÿ, килте кĕтекенсемпе юратакансен шанчăкĕ кирлĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Петровка ялĕ.