Электровелосипедпа çулсем çук çĕрте çÿреме питĕ меллĕ. Ун пек техника ятарлă çар операцинчи кирек епле вырăнта та лайăх енчен кăтартни пирки калаççĕ. Унпа апат-çимĕç турттарма та, разведкăна кайма та меллĕ. Велосипед туянса пани кирлĕ техникăпа тивĕçтерни, ял çыннисем хăйсен ентешне хисепленине, чунĕпе унпа пĕрле пулнине çирĕплет.
Электровелосипеда ял хутлăхĕнчи ырă чĕреллĕ çынсен укçи-тенкипе туяннă. Ял çыннисем пысăк укçапа пурăнмаççĕ пулсан та тÿрех ентешне пулăшма васканă, кам мĕн чухлĕ пултарнă, çавăн чухлĕ укçа хывнă.
– Хамăр салтаксем малти ретре пурнăçĕсене шеллемесĕр кĕрешнĕ чух эпир айккинчен пăхса ларма пултараймастпăр, май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Вĕсем эпир юнашаррине, хăйсене ĕненнине, çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтнине пĕлсе тăччăр, – теççĕ ял çыннисем.
Пулăшу унпа çеç вĕçленмен. Унсăр пуçне малти рете спутник çыхăнăвĕпе Starlink Интернет валли комплект, ял хутлăхĕнчи волонтерсем çыхнă маскировка сечĕсем, пулă тытмалли тетелсем çитернĕ. М.М. Шаймуратов ячĕллĕ «Кармаскалăсем хамăрăннисене валли» волонтерсен штабĕ вара малти рете икĕ пысăк сумка тата 10 камуфляж костюмĕ ăсатнă. Вĕсем ырă кăмăллă тата ыттисене пулăшма хатĕр çынсем.
Тинĕскÿл ял хутлăхĕнче пурăнакансен ырă ĕçĕ – пĕр тĕллевпе çыхăннă пĕчĕк ĕçсем пысăк усă панине кăтартса паракан тĕслĕх. Вĕсен пуçарăвĕ вара пĕр салтака пулăшни çеç мар, çĕнтерĕве тÿпе хывни, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене тав туни, хамăр çĕршыва юратни пулса тăрать.
Надежда РОДИОНОВА.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.