«Манăн питĕ пирĕн хамăр арçынсем çапăçакан вырăнта пулса курас килетчĕ, – каласа парать Федоровка районĕнчи Ашкатарти клуб заведующийĕ, «Пĕрле пулсан эпир вăйлă» волонтер ушкăнĕн ертÿçи Светлана Абдуллина. – Эпĕ палăртнине пурнăçа кĕртрĕм, пурне те хам куçпа куртăм. Арçынсем курни вăл хăй, хĕрарăм вара урăхла куçпа пăхать, вĕсем тĕнчене урăхла йышăнаççĕ».
Светлана Валерьевна «Пĕрле пулсан эпир вăйлă» волонтерсен ушкăнне мĕн пуçарса янăранпа ертсе пырать. Вăл туслă коллектив чăмăртама пултарнă, ăна тата волонтерсен ушкăнне темиçе хутчен тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕпе наградăланă, çар чаçĕн ертÿçисенчен Тав çырăвĕ те пур. Лару-тăру çапла пулса тухнипе «Пĕрремĕш юрта» республика программипе командировкăна тăватă хĕрарăм кайнă. Вĕсен шутĕнче пирĕн героиня та пулнă. Çул çăмăл пулман, çынсем тăвăр автобуссенче пĕр чарăнмасăр пынă.
– «Газель» автомобильте пирĕнпе икĕ медицина ĕçченĕ пурччĕ, эпир вĕсем медицина сестрисем çеç тесе шутланăччĕ. Калаçса кайрăмăр та хайхисем Ĕпхÿри медицина университечĕн преподавателĕсем пулса тухрĕç, пĕри – медицина наукисен профессорĕ, кафедра заведующийĕ. Вĕсем те пирĕн пекех госпитале йывăр суранланнă салтаксене пăхма, пур ĕçе те тума хатĕрччĕ. Аслă шкул преподавателĕсем госпитальте выртакан салтаксем маларах мĕн ыйтнине – термопотсем, вентиляторсем, микроволновкăсем, унсăр пуçне нускисемпе аялти кĕпе-йĕм – илсе килнĕ, – тет паттăр хĕрарăм.
Светлана Валерьевна ятарлă çар операцин салтакĕсем патне пуçласа кайнă, çавăнпа та ытларах мĕн кирлине пĕлмесĕрех 20 курупка килте хатĕрленĕ консервăсене, пыл, ыхра тата ытти апат-çимĕç илнĕ. Вĕсене Ашкатар ял çыннисем пуçтарнă. Çавăн пекех 15 маскировка сечĕ те илсе çитернĕ.
– Çул çÿревре пĕр интереслĕ самант пулса иртрĕ: гуманитарлă тиевлĕ колонна шаймуратовецсем патне кĕрсе илсе килнĕ япаласен пĕр пайне хăварчĕ, машина çинче кăшт пушатманни те юлнăччĕ. Çапла туни питĕ вырăнлă пулчĕ те. Авдеевкăна кайнă чух блокпостра пирĕн ертÿçĕ чарăнса салтаксенчен мĕнле çулпа каймалли çинчен ыйтрĕ, вĕсем Пушкăртстанран пулнине пĕлчĕ. Пирĕннисем!!! Хамăр республикăра пурăнакан çынсене тĕл пулнишĕн питĕ хĕпĕртерĕмĕр, çакă тăвана курнă пекех савăнтарчĕ! – хăйĕн сăмахне малалла тăсрĕ волонтер. – Вĕсем Ĕпхÿпе Салават хулинчен килнĕ. Эпир вĕсене алла лекнĕ икĕ курупка тыттартăмăр, телефон номерĕсене патăмăр. Каярах пĕр курупкинче Ĕпхÿ районĕнчи Миловка çыннисем пуçтарнă типĕ яшкасемпе пăтăсем, тепринче Ашкатар ялĕн пылĕ пулнине çырса пĕлтерчĕç. «Пысăк тав сире, пирĕн çинчен аса илнишĕн. Ку çав тери кăмăллă! Хамăра килте пулса курнă пек туйрăмăр», – тесе çырнă салтаксем. Çак сăмахсене илтессишĕн унта кайма та юрать. Атту хăш-пĕр çынсем манран: «Мĕн тума кайрăн вара эсĕ унта?» – тесе ыйтаççĕ. Салтаксенчен çакăн пек ырă сăмахсем илтни волонтерсемшĕн питĕ хаклă. Салтаксем тылри çынсем вĕсемпе мĕн вăрçă вĕçлениччен пĕрле пулассине ăнланччăр тесе тăрăшатăп. Пирĕн куçран пăхсанах çакна ăнланса илĕç тесе шутлатăп. Малтан вĕсем пире мĕнле йышăнĕç тесе пăшăрханаттăм, «кунта вăрçă пырать вĕсем экскурсие килнĕ» шутлĕç тесе уйлаттăм. Çук, пачах апла мар, вĕсем пирĕн çине пăхаççĕ, кашни сăмаха итлеççĕ, волонтерсене алă çинче йăтса çÿреме хатĕр. Салтаксене кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси ытларах пиртен килнине ăнланса илтĕм. Вĕсене тылран апат-çимĕç, медикаментсем, тумтир çеç мар, дронсене персе антармалли пăшалсем те илсе килеççĕ-çке! Çул çÿрев вăхăтĕнче социаллă сетьсенче ушкăн йĕркелерĕмĕр, çавăнта салтаксене мĕн ăсатмалли çинчен сÿтсе яватпăр. Эпир районта ĕçлетпĕр, Ĕпхÿ хĕрарăмĕсем час-часах вĕсем патне çÿреççĕ, список тăрăх япаласене пуçтарса ăсатаççĕ. Мĕншĕн тесен пехотинецсене пĕр япаласем, штурмовиксене теприсем кирлĕ.
– Чăннипе мĕн ялан кирлĕ-ха ятарлă çар операцине хутшăнакансене? Çынсем салтаксене мĕнпе пулăшма пултараççĕ?
– Вĕсене яланах газ баллонĕсем, нÿрлĕ салфеткăсем, пауэрбанксем кирлĕ. Хамăр çавăнта пулса килни ахаль пулманнине ăнлантăм. Хĕрсем республикăна таврăнсан 10 кунтан мĕн кирлине – 60 аптечка, хĕрлĕ çутăллă фонариксем тата ытти япаласем ярса пачĕç. Салтаксен волонтерсене çеç шанчăк пур. Чылай çын передачăсене пăхнă май мир, лăпкăлăх çитнĕ тесе шутлама пуçларĕç, укçа пухма чарăнчĕç. Манăн вĕсене айăплама ирĕк çук, ăнланатăп: пурте вăрçăран ывăнса çитрĕç. Салтаксене пулăшма чарăнмалла мар тесе каласшăн çеç! Ятарлă çар операцинче пĕрре çеç пулса курсан та вĕсем çинчен уйлама чарăнмастăп, çав çынсем куç умĕнчен каймаççĕ. Эпир çул çинче пĕр чарăнмасăр пытăмăр. Пирĕн водитель терминатор пек пĕр канмасăр руль тытса пычĕ, ун çине пăхсан вăл хытă ывăннине кураттăмăр. Вăл гуманитари конвойĕпе 26-мĕш хут çула тухать. Ларма хĕсĕк, автомобиле курупкасемпе, япаласемпе тултарнă тата прицеп çаклатнă. Складра ним те пушатмарĕç. Салтаксен машини çар заданинчен килсе çитсенех, пирĕн «Газеле» пушатма пуçларĕç. Сетьсене, троссене çийĕнчех илсе кайрĕç. Вĕсен «Доцент» ятлă командирĕ машина çине дрон ÿксе сетьпе çыхланса ларнипе сирпĕнменнине сăнлакан видео кăтартрĕ те: «Хăвăрăннисене калăр, сетьсем пирĕн пурнăçа сыхлаççĕ. Çакă пушă сăмах мар – чăнлăх. Каярах асăннă дрона полигонта тĕп турĕç, çавăн чух вилме пултарнă каччăсем вара тепĕр хут хăйсен çуралнă кунне паллă турĕç», – тесе каларĕ.
Пирĕн район çыннисем ятарлă çар операцинче салтаксем пур япалапа та тивĕçтернĕ пÿртсенче пурăнаççĕ, вĕсене утиял та, минтер те кирлĕ мар тесе шутлаççĕ. Чăннипе вĕсем ăçта пурăннине куртăм. Çурчĕсем, пÿлĕмĕсем питĕ пĕчĕк, мĕнле маларах вĕсенче Украина çыннисем пурăннă-ши тесе уйласа илтĕм. Пирĕн патра вăт çуртсене хăпартаççĕ-тăк, хăпартаççĕ! Зал пÿлĕмĕнче 50 çын вырнаçма пултарать! Унти ытларах пÿрт тăррисене кивĕ шиферпа витнĕ. Çуртран мĕнпур ытлашши япаласене кăларнă, хăмасенчен пĕр стенаран пуçласа теприн патне çитиччен çапса çÿлĕксем тунă.Çывăрмалли хутаçсем çÿхе çеç, вĕсене пурте хăйсемпе йăтса çÿреççĕ. Çав çÿлĕксенче çывăрса канма пултарнине шанма йывăр. Салтаксем матрассемпе утиялсем ытлашши пулмĕччĕç тесе калаççĕ, минтерĕсене вара вĕсем килĕсенчен илсе килнĕ.
– Светлана Валерьевна, эсир Украинăна кайса килнипе кăмăллă юлтăр-и?
– Питĕ кăмăллă. Эпир, волонтерсем, ахаль ĕçлеменнине ĕнентĕм. Эпир вĕсене пурнăç пек кирлĕ. Тем тесен те çак ĕçе пăрахмалла мар. Хăш-пĕр çын укçа нумай параймастăп, сахал парсан намăс тесе шутлать. Эпир кашни çĕр тенке хаваспах йышăнатпăр. Тепĕр тесен 100 тенкĕпе те икĕ çăкăр туянса, типĕтсе фронта ăсатма май пур. Списоксем, отчетсем тăватпăр, пĕр пус та çухалмасть. Сăмахран, пирĕн ялта пенсири пĕр хĕрарăм пурăнать, унăн ытлашши укçи çук, анчах та вăл кашни кун цеха сеть çыхма çÿрет. Сÿрĕк кăмăллă пулмалла мар, ку ĕç мана тĕкĕнмест теме юрамасть. Çапăçусем пыракан çĕре пĕр кун çурăра çитрĕмĕр. Эпир салтаксене пулăшма чарăнсан çав вăхăт хушшинче вăрçă пирĕн пата çитме пултарассине уйласа пăхăр-ха! Ятарлă çар операцинче пулса курнă хыççăн волонтер ĕçĕ тата тыл çирĕп пулни питĕ кирлине ăнлантăм.
Галина БАТМАНОВА.
Федоровка районĕ,
Ашкатар ялĕ.