Пур хыпар та
Хамăрăннисене пăрахмастпăр
9 Сентябрӗн 2025, 16:00

Çăм чăлха та – пулăшу

«Тыл çирĕп пулсан фронт та çирĕп пулать», - тени пушă сăмах мар пулнине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çирĕплетсе панă.

Çăм чăлха та – пулăшу
Çăм чăлха та – пулăшу

Вăй питти арçынсем вăрçă хирĕнче çапăçнă вăхăтра хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасем фронта май килнĕ таран пулăшнă. Çак тĕслĕхсене паянхи кун та, Украинăри ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра, аса илетпĕр.  Аса илетпĕр кăна мар, çар тивĕçне пурнăçлакан ентешсенчен аякра пулин те чунпа вĕсемпе пулнине ĕçпе кăтартса паратпăр.

Раççей пуласлăхĕшĕн ятарлă çар операцине хутшăнакансене пурте май килнĕ таран пулăшаççĕ. Хÿтĕлев тетелĕсем, кĕпе-йĕм çĕлеççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ, шкул ачисем окопра усă курмалли çуртасем хатĕрлеççĕ.

Ялсенче, хуласенче пурăнакансем чылайăшĕ ыркăмăллăх акцисене хутшăнаççĕ. Ял çыннисем вара никам хушмасăр тата хис­темесĕрех Раççей салтакĕсене валли ăшă чăлхасем çыхаççĕ. Алăпа çыхнă пĕр мăшăр çăм нуски те кил ăшшине аса илтерсе вăй пама пултарать-çке.

Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнче пурăнакан Зинаида Федорова, Татьяна Курбанаева тата Зоя Герасимова ырă та сăваплă ĕçе хутшăнма пăрахмаççĕ. Паянхи кун вĕсенчен кашнийĕ вырăнти культура çуртне  5-6 мăшăр ăшă чăлха çитерсе панă. Ырă кăмăллă хĕрарăмсем сывă та тĕрĕс тĕкел таврăнма сунса çыхнă нускисем салтаксен урисене ăшăтнипе пĕрлех чун ăшшине илсе çитерессе шанаççĕ.

Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.  

Çăм чăлха та – пулăшу
Çăм чăлха та – пулăшу
Çăм чăлха та – пулăшу
Çăм чăлха та – пулăшу
Çăм чăлха та – пулăшу
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас