Пур хыпар та

Çĕнтерĕве май пур таран çывхартаççĕ

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕн библиотека çумĕнчи «Ыр кăмăллăх пайăрки» («Луч добра») волонтерсен клубне 2025 çулхи февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи – Елена Алексеева вулавăш ĕçченĕ. Çав вăхăтранпа ушкăн ятарлă çар операцине пулăшу парать. Волонтерсен ушкăнне çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшас кăмăллă 13 çын çÿрет.

Çĕнтерĕве май пур таран çывхартаççĕ
Çĕнтерĕве май пур таран çывхартаççĕ

Асăннă клуб йĕркеленсенех волонтерсем чи малтан час сÿнмен парафин шăрпăксем хатĕрленĕ, СВОна 3365 шăрпăк ăсатнă. Çавăн пекех ырă чĕреллĕ хĕрарăмсем салтаксем валли 250 окоп çурти ăсталанă. СВОна ăсатмалли хатĕр çуртасен запасĕ халĕ те пур-ха. Волонтерсем пысăк тимлĕх госпитальсене уйăраççĕ. Вĕсен аллипе салтаксене пирвайхи пулăшу пама 7440 марля салфетки ăсатнă.


Вырăнта пурăнакан Мария Яковлева салтаксене йывăр вăхăтра пулăшу кÿрес тесе килĕнче 700 хутаç курăк чейĕ хатĕрлесе ăсатнă.


2025 çулхи август уйăхĕнче Ермеккей районĕнчи Тарказă ялĕнчен маскировка костюмĕсемпе нашлемниксем хатĕрлемелли станок илсе килнĕ. Август уйăхĕнче тăхăр костюмпа виçĕ нашлемник хатĕрленĕ. Августăн 30-мĕшĕнче икĕ костюмпа 2 нашлемника Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи «Рябина» хушма ятпа çÿрекен салтака парса янă. Сентябрь уйăхĕнче пурĕ 30 маскировка костюмĕпе 30 нашлемник хатĕрлесе район центрĕнчи «Помощь СВО Ермекеево» волонтерсен клубне илсе çитернĕ.


Пурĕ ятарлă çар операцине Янăшма ялĕнче çуралса ÿснĕ 13 арçын хутшăннă. Вĕсен шутне 2022 çулхи декабрь уйăхĕнче Донецк Халăх Республикинчи Артемовск хулинче пуçне хунă Анатолий Кириллов тата юнашар Райман ялĕнче пурăннă Флюр Биктимиров та кĕреççĕ. Флюр Нуримановича кăçал июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче тăван ялне илсе килсе пытарнă. Вăл Донецк Халăх Республикинче çар тивĕçне пурнăçланă чух вилнĕ. Хальхи вăхăт тĕлне виçĕ салтак хыпарсăр çухални паллă.

– Волонтерсен ушкăнне тăтăшах Маринăпа Алина Никитинасем, Ирина Тихоновапа Галина Григорьева, Надежда Васильевапа Луиза Кондратьева тата Елена Петрова çÿреççĕ. Пирĕн ушкăнра ятарлă çар операцинче «Тихон» хушма ятпа çÿрекенĕн амăшĕ те ĕçлет. Çавăн пекех ялти ытти хĕрарăмсем те май пур чухне пулăшма килеççĕ. Эрнере пилĕк кун каçпа пуçтарăнатпăр, СВОри салтаксем валли район центрĕнчен мĕн ыйтнине тăватпăр. Çак ĕçре мана Анастасия хĕрĕм пулăшать. Çавăн пекех шкул ачисем те хутшăнаççĕ, – каласа парать клуб ĕçĕ çинчен Елена Владимировна.

«Ыр кăмăллăх пайăрки» волонтерсен ушкăнне çÿрекен хĕрарăмсем юлашки вăхăтра маскировка костюмĕсемпе нашлемниксем çыхассипе ĕçлеççĕ, ятарлă çар операцине нумайрах хатĕрлесе ăсатма тăрăшаççĕ. Асăннă комплектсене фронтри салтаксем ыйтсах тăраççĕ. Вăл çарти çынсене тăшманран пытанма, дронсенчен сыхлама пулăшать. Ырă кăмăллă хĕрарăмсем хăйсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне, вĕсем камăн-тăр пурнăçне вилĕмрен çăлса хăварма пултарнине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа кашни каç килти ĕçĕсене хăварса вулавăш çуртне васкаççĕ.

Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.

Çĕнтерĕве май пур таран çывхартаççĕ
Çĕнтерĕве май пур таран çывхартаççĕ
Çĕнтерĕве май пур таран çывхартаççĕ
Çĕнтерĕве май пур таран çывхартаççĕ
Çĕнтерĕве май пур таран çывхартаççĕ
Çĕнтерĕве май пур таран çывхартаççĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас