Волонтерсем М.Шаймуратов ячĕллĕ районти штаба миçе посылка илсе çитернине асăнса хăварнин усси те çук пулĕ. Кăçалхи çул çеç кĕске вăхăта отпуска таврăннă салтаксем урлă 25 сетка парса янă.
Волонтер ĕç-хĕлне Людмила Осиповапа Валентина Пилюкова, Галина Митюковапа Ирина Павлова, Надежда Григорьевапа Вера Пилюкова, Клавдия Григорьевапа Светлана Степанова, Наталья Пузырниковапа Надежда Митрофанова тата Вера Арсланова хастар хутшăннă. Теней ялĕнче пурăнакансем пухнă укçапа маркетплейс урлă сетка çыхма материалсем туяннă. Заказ Мелеуз хулине килсе çитнĕ. Вырăна ăна Александр Борисов илсе çитернĕ. Тепĕр пулăшуçă Геннадий Пилюков (шел пулин те, вăл пирĕн хушăра çук) гуманитари пулăшăвне район центрне турттарнă.
Юлашки вăхăтра Тенейпе Орловка çыннисем районтан каякан гуманитари конвойĕ валли посылкăсем пухнă. «Искра» ООО ертÿçи ыркăмăллăх фондне 200 пин тенкĕ куçарнă. Асăннă укçапа тата ял çыннисем пуçтарса панă 40 пин тенкĕпе «Нива» автомобиль туяннă. Техникăна СВОна хутшăнакан «Чуваш» хушма ятлă салтак пăхса илнĕ. Ялăн хастар çыннисем юсав ĕçĕсем ирттерме, запас пайсем туянма тата 30 пин тенкĕ пуçтарса панă. Юсанă машинăна посылкăсемпе тултарнă.
Çапла майпа Ирина Николаевапа Ирина Павлова, Наталья Пузырниковапа Клавдия Григорьева 25 килограмм сысна ашĕнчен тушенка хатĕрленĕ. Саллине вара сÿсе тăварланă. Вырăнти Леонид Молокоедов хурт-хăмăрçă хăйĕн утарĕнчен 25 килограмм сиплĕ пыл уйăрса панă. Олеся Ладухинапа Марина Ермолаева аппăшĕпе йăмăкĕ кăшманпа купăста яшкисен пуххисене банкăсем ăшне тултарса консервланă. Çавăн пекех волонтерсем кил салми каснă, чак-чак пĕçернĕ. Румия Егорова 54 савăт пылак кучченеç хатĕрленĕ.
«Ырăлăх курупки» те пулăшу кÿнĕ. Пурне те пулăшма хатĕр çынсем унта чăлха-нуски, канфетсемпе сгущенка, варени, салфеткăсем хунă. Аннесемпе асанне-кукамайсем 55 мăшăр аялти тум, ыхра тата тĕрлĕ эмелсем пуçтарнă.
Пин-пин çухрăмра вырнаçнă салтаксем тыл тимлĕхне туйса илччĕр, килти апатсене тутанса пăхчăр. Çакă вĕсен кăмăлне кăштах та пулин çĕклеме пулăшĕ.
Галина БАТМАНОВА.
Федоровка районĕ, Теней ялĕ.