Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕн вĕрентекенĕсемпе ашшĕ-амăшсем тата вĕренекенсем май пур таран салтаксене пулăшма тăрăшаççĕ. Ачасем ĕç урокĕсенче ентешĕмĕрсем валли шлем çинчен тăхăнмалли хатĕрсем (нашлемник), окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, çырусем çыраççĕ, управçăсем (оберегсем) ăсталаççĕ. Анчах ку пĕтĕмпех мар-ха. Кăçал пан улми ăнса пулнипе усă курса гимназире «Хамăрăннисем валли пан улми» акци ирттерме шутларăмăр. Пан улмисене типĕтме йышăнтăмăр, мĕншĕн тесен вĕсем чăн-чăн витаминсем, салтаксене лайăх кăмăл-туйăм парнелеме пултараççĕ.
Ашшĕ-амăшсем пан улми пуçтарас сĕнĕве ырласа йышăнчĕç. Ĕç пуçланчĕ. Хĕр ачасем ĕç урокĕсене илсе пыракан Елена Петровапа директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи Венера Макарова ертсе пынипе çимĕçсене хаваспах çÿхе турамсем туса касрĕç те типĕтме хучĕç. Çак ĕçе кăмăл пуррисем пурте хутшăнчĕç. Часах пĕрремĕш парти хатĕр пулчĕ, ăна хаваспах кĕске отпуска килнĕ салтакран парса ятăмăр. «Кун пек кучченеç кашни салтаках савăнтарĕ, пысăк тăрăшулăхпа тата юратупа тунă ĕçсем çар çыннисен чунĕсене тем пекех ăшăтаççĕ», - тав туса каларĕ салтак.
Техĕмлĕ тата тутлă пан улми турамĕсем Тăван çĕршывран инçетре пулсан та кашнинех пулăшса тăччăр. Ырă-сывă та çĕнтерÿпе таврăнăр.
Полина КИРИЛОВА, директорăн
воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Пелепей хули.