Пур хыпар та

Çĕнтерÿшĕн пĕрлешнĕ

«Ăрусен вăйĕ Çĕнтерÿшĕн пĕрле» Пушкăртстан Пуçлăхĕн грант проекчĕн витĕмĕпе Мияки районĕнчи Кекен ялĕн çыннисем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухмалли «Амăшĕ СВО салтакĕ валли» («Мама солдату СВО») акци ирттернĕ.

Çĕнтерÿшĕн пĕрлешнĕ
Çĕнтерÿшĕн пĕрлешнĕ

Волонтерсем куракансене Тăван çĕршыва юратнине, Çĕнтерĕве ĕненнине сăнарлакан чуна пырса тивмелли концерт номерĕсем кăтартнă.

Хăв ирĕкÿпе гуманитари пулăшăвне хутшăнмалли чĕнĕве вĕттинчен пуçласа ватти таран хутшăннă. Кашниех çак ĕç çĕршыв хÿтĕлевçисене питĕ кирлине ăнланса хăй тÿпине хывнă.

– Сирĕн пулăшăвăрпа тимлĕхĕр пирĕн çĕршыв хÿтĕлевçисен кăмăл-сипечĕпе хастарлăхне çĕклеме пулăшасса шанса тăратпăр. Çак ĕçрен айккинче юлманнисене, хастар хутшăннисене чунтан тав тăватпăр. Тимеш ял хутлăхĕн пуçлăхне Рамзия Никитинана Аннесен кунне халалланă концерта тата «Амăшĕ СВО салтакĕ валли» акцие йĕркелеме пулăшнишĕн уйрăм тав сăмахĕ калас килет, – палăртаççĕ акци йĕркелÿçисем.

Çавăн пекех штаба ял хĕрарăмĕсен тăрăшуллă аллисемпе çыхнă маскировка сечĕсем, фронт валли пуçтарнă посылкăсем çитернĕ.

– «Çĕнтерушĕн» волонтерсен ушкăнĕ ятĕнчен Тăван çĕршыва малти линире хÿтĕлекен офицерсемпе салтаксене пулăшнишĕн сире чĕререн тав тăватпăр, чунтан хисеплетпĕр. Сирĕн ырăлăхăр, тараватлăхăр, Тăван çĕршыва юратни, халăхпа пĕр шухăшлă пулни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пултăр. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, пурте пĕрле пулсан Çĕнтерÿ пирĕн пуласса шанатпăр, – палăртнă «Çĕнтерÿшĕн» автономлă коммерциллĕ мар организаци директорĕ Луиза Ахметшина.

Елена ВАЛИЕВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.

Çĕнтерÿшĕн пĕрлешнĕ
Çĕнтерÿшĕн пĕрлешнĕ
Çĕнтерÿшĕн пĕрлешнĕ
Çĕнтерÿшĕн пĕрлешнĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас