Ӗçе пуçласси кăна вӗт – тытăнсан каять.
– Паян эпир хамӑр салтаксем ыйтнипе хӳтěлев каррисем ҫыхатпӑр. Вӑл фронтра пысӑк машинӑсене, артиллери тупписене, блиндажсене хуплама питĕ кирлӗ, – каласа парать çак пархатарлă ĕçе пуçарса яракансенчен пĕри Альфира Журавлева. – 2024 çулхи май уйăхĕн 4-мĕш кунĕнче ялта Вера Кузьминан çуртĕнче пуçласа çыхма тытăнтăмăр, Аслă Çĕнтерӳ кунě умĕн, май уйăхĕн 8-мĕшěнче, пирĕн пĕрремĕш хӳтěлев карри хатĕрчĕ, – малалла тăсрĕ калаçăва ырă кăмăллă хĕрарăм.
Вера Кузьмина шкулта нумай çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, паян тивĕçлĕ канура. Унăн аслă ывăлĕ ятарлă ҫар операцийěнче неонацистсене хирěҫ çапăçать.
Ҫыхса пĕтернĕ сеткăна Альфира Журавлева хăех Толбазăри волонтерсене леçсе панă. «Çĕньялсем, эсир маттурсем! Тавах сире ятарлă çар операцийӗнчи ентешсем валли паха тетел çыхса панăшăн!» – ырланă вӗсене райцентрта. Ҫак ӗҫе Альфира аппа Толбазăри ӑстасем патӗнче вӗреннӗ. Унăн хăйĕн ывăлĕ паян малти линире тӑрать, Тăван çĕршыва хӳтĕлет.
Каярах маскировка сечĕсене малалла ҫыхма ялти клубра вырăн уйăрса панă. Кунта ирěкрех те ҫутăрах. Василий Петров станок хатěрленĕ. Василий Федоров хăма-йывăҫпа тивěҫтернě.
Малтан сетка çыхакансем сахалрах пулнă-тăк, кунсерен вĕсен шучĕ хушăнсах пынă. Ун пек ырă ӗç туни пирки хыпар ялсенче хăвăрт сарăлать-ҫке – хӗрарăмсем пӗрин хыççăн тепри клуба çӳреме тытăннă. Паян кашни кунах 12-15 хěрарăм пырать. Чи асли, Елиса аппа, вăл 75-ре. Шкулта вěренекенсенчен пěр кун сиктермесěр ҫӳрекенсенчен пěри – Клара Ефимова. Вăл ялти вăтам шкулта 5-мěш класра пěлӳ пухать. Питě тăрăшса вěренет, пур уява та хаваспах хутшăнать.
– Хӳтěлев карри çыхмашкăн мана питĕ килĕшет, пирĕн салтаксем часах çĕнтерессе тата тăнăçлă пурнăç килессе шанатăп, – тет Клара.
«Сеткӑсем ҫыхас енӗпе ăсталăха ҫулталăк ҫурă туптанă ӗнтӗ. Çак вӑхӑтра эпир 143 хӳтěлев карри ҫыхма ӗлкӗртěмěр. Паян, акă 144-мĕшне пуçларăмăр (кунта сăмах иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕ пирки пырать – редакци)», – каласа параҫҫě волонтерсем.
Унсăр пуçне кунта окопра çунтармалли çуртасем те хатĕрлеççĕ. Ял халăхĕ вара фронтра чи кирлĕ япаласем илсе килсех тăрать: алса, ăшă нуски, чей, пулă-аш консервисем, çăратнă сĕт тата ытти те. Çавăнпа та яланах маскировка каррисем тулли гуманитари пулăшĕвĕпе пĕрле ăсанаççĕ.
Маскировка сечӗсен тӗсӗсем ҫулталӑк вӑхӑчӗпе улшӑнаҫҫӗ.
– Салтаксем каласа панӑ тӑрӑх, унта, ятарлă ҫар операци зонинче, ҫӗрле сивӗ, кӑнтӑрла ҫанталӑк ӑшӑтать. Юр ирӗле пуçласан кӗртсем кĕл тĕслĕ пулаççĕ. Ҫавӑнпа эпир ун чухне хура-шурӑ материалтан ҫыхатпӑр, кӗркунне тӗксӗм симӗс тата сарă-хăмăр тӗссемпе усӑ курнӑ пулсан, ҫулла – хура тата ҫутӑ симӗс, – ӑнлантарса парать Елена Ефимова, ялти волонтерсен ку вăхăтри ертӳҫи.
Лена аппа пире пысăк журнал та уçса кăтартрĕ. Кунта пĕтĕм отчет пур: ял халăхĕ сетка çыхмалли материал илме хăçан тата мĕн чухлĕ укçа пуçтарса пани, гуманитари пулăшăвĕ валли мĕнле япаласем илсе килни, миçе сетка çыхни, камсем çӳрени – веçех пур.
– Сетка тума йывӑр мар, чи кирли – вӑл усӑнса ан тӑтӑр, хушӑк ан юлтӑр пирӗн маскировка каррисем салтаксен пурнӑҫне упрама пулӑшасса шанатпăр, – хурав пачĕç волонтерсем ĕç кăткăслăхĕ çинчен ыйтсан.
Клуб заведующийӗ Ирина Кузьмина хӗрарӑм волонтерсен хушшинче туслӑ лару-тӑру пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать.
– Эпир хӗрарӑм-волонтерсене чей ӗҫтеретпӗр, унтан вĕсем каллех ӗҫе тытӑнаççĕ. Клубра, библиотекăра иртекен пĕр мероприятие те сиктермеççĕ вĕсем, – каласа кӑтартрӗ вӑл. – Кану пирки те манмаççĕ. Пурте пĕрле Усăлкана (Красноусольск) канма кайса килеççĕ, бассейнра та шыва кĕреççĕ, концертсене те сиктермесĕр çӳреççĕ.
Ҫапла майпа ӑстасем Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартаҫҫӗ, пӗрлехи тӗллеве пурнăçа кĕртессишĕн вӑй-хала шеллемеҫҫӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене пулӑшаҫҫӗ. «Пӗрлӗхре – вăй» тесе ахальтен каламаççӗ пуль çав. Пӗрле темле ӗç те тума пулать. Пысăк тăрăшулăхпа çыхнă маскировка сеткисем Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен салтаксене питӗ кирлӗ, çавна Ибрай ял хутлăхӗнче пурăнакан аппасемпе кинемисем питӗ аван ăнланаççӗ, çавăнпа çӗнтерӗве çывхартма чун-чĕререн тăрăшаççӗ те.
Алексей ЕФИМОВ, 11 класс вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.