Пур хыпар та

Блиндаж çуртисем салтаксемшĕн кирлĕ хатĕр

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнче пурăнакан Владимирпа Роза Даниловсем малти ретри салтаксене ахаль япаласем питĕ кирли çинчен илтнĕ хыççăн вĕсене пулăшас ĕçе хастар хутшăнма пуçланă. Нумай пулмасть килĕнче, хăйсен аллисемпе 78 блиндаж çурти хатĕрлесе ятарлă çар операцине ярса панă.

Блиндаж çуртисем салтаксемшĕн кирлĕ хатĕр
Блиндаж çуртисем салтаксемшĕн кирлĕ хатĕр

Мĕн-ха вăл «блиндаж çурти»? Пирĕн пек ăшăра ларакансемшĕн çунтармалли хатĕрпе тултарнă шăвăç савăт пулсан, сивĕ тата нÿрлĕ блиндажри салтаксемшĕн ăшăпа çутă тата пурнăç çăл куçĕ пулса тăрать. Ун çинче шыв вĕретме, алăсене ăшăтма, блиндажа çутатма пулать. Вăл – пĕчĕк, анчах фронтри пурнăçшăн питĕ кирлĕ япала.


Çитмĕл сакăр çурта ахаль цифра çеç мар. Вăл – пĕрле ĕçленĕ вуншар сехет: шăвăç савăтсем хатĕрлесси, вĕсене ятарлă карас, парафин хутăшĕпе, картон хутпа тултарасси, сивĕтсе тирпейлĕн курупкасем çине вырнаçтарасси, канура мар, пĕлтерĕшлĕ ĕçпе ирттернĕ каçсем. Кашни çуртара – пирĕн канăçлăха упракансене халалланă чĕре ăшши.


Владимир тата Роза Даниловсем – хальхи саманан чăн-чăн патриочĕсем. Хăйсен сăпайлă паттăрлăхĕпе вĕсем тыл çирĕп те шанчăклă пулнине, салтаксене май пур таран пулăшнине çирĕплетеççĕ. Даниловсен историйĕ – çамрăксемшĕн чи лайăх урок, пирĕншĕн – ырă тĕслĕх. Çĕршыв вăйĕ çавăн пек çемьесенче, ырă ĕçсенче палăрать.


Даниловсен çемйине пĕтĕм чунтан ырă чĕрисемшĕн, ылтăн аллисемшĕн тата хастар гражданла позицишĕн чунтан тав тăватпăр. Эсир – чăн-чăн паттăрсем. Сирĕн пек çынсем пуррипе хамăра эпир шанчăклă та хÿтлĕхре туятпăр.

 Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.

Алена ЕРЕМЕЕВА, Мелеспуçĕнчи клуб ертÿçи.
Пишпÿлек районĕ.

Блиндаж çуртисем салтаксемшĕн кирлĕ хатĕр
Блиндаж çуртисем салтаксемшĕн кирлĕ хатĕр
Блиндаж çуртисем салтаксемшĕн кирлĕ хатĕр
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас