Ырă кăмăллă чăваш хĕр ачи пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе унăн кукамăшĕпе Роза Федоровапа телефонпа çыхăнтăмăр. Роза Владимировна Валерий Висарионович мăшăрĕпе ялти ятарлă çар операцине пулăшмалли волонтерсен ушкăнне 2023 çултанпа çÿрет.
– Пĕр каç Ева манпа пĕрле клуба волонтерсен ушкăнне кайма кăмăл турĕ. Ун чух вăл пуçласа пусмаран хăюсем касса ларчĕ, унтан юнашар тăрса часах тетел çыхма та вĕренчĕ. Çапла çуллахи тата хĕллехи вăрăм каникулсем вăхăтĕнче мăнукпа пĕрле клуба çÿрерĕмĕр. «Каяр, хĕрĕм, çынсем çитмеççĕ, санăн пулăшăву питĕ пĕлтерĕшлĕ, салтаксене пулăшмалла» тесе хистесех тăтăм пĕчĕкскере, – каласа парать хĕр ачан кукамăшĕ.
Январь уйăхĕнчи канмалли кунсенче те хĕр ача кукамăшĕпе тата кукашшĕпе пĕрле клуба çÿренĕ, хăй копилкинчен СВО салтакĕсем валли укçа та уйăрнă.
Ева Игнатьева Ĕпхÿ районĕнчи Миловка ялĕнче ашшĕпе амăшĕпе тата икĕ йăмăкĕпе пурăнать. Шкула виççĕмĕш класа çÿрет, пур предметпа та «пиллĕк» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Унсăр пуçне хĕр ача акробатикăпа кăсăкланать, юрлама, ташлама юратать. Хĕр ачан амăшĕ, Алина Валерьевна, акробатикăпа спорт мастерĕ пулнă май ăна пур енчен те пулăшса пырать. Ева çĕвĕ ĕçне те килĕштерет. Ашшĕпе амăшĕ çакна кура ăна чăн-чăн çĕвĕ машинки илсе панă.
Пĕчĕк те çав вăхăтрах пысăк чĕреллĕ Ева хăйĕн тĕслĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе кашни çын, вĕттинчен пуçласа ватти таран, ятарлă çар операцине хăй тÿпине хывма пултарнине çирĕплетет. Кашниех çак пархатарлă ĕçе хутшăнсан, тен, çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартма май пулĕччĕ.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.