Пур хыпар та

Пушкăртстан çыннисен пилотсăр системăсен çарĕ пирки мĕн пĕлмелле?

Элитлă çара кам лекме пултарнипе, мĕншĕн çакă хăрушă мар пулнипе çыхăннă ултă тĕп ыйтупа паллаштаратпăр.

Пушкăртстан çыннисен пилотсăр системăсен çарĕ пирки мĕн пĕлмелле?
Пушкăртстан çыннисен пилотсăр системăсен çарĕ пирки мĕн пĕлмелле?

Мĕн пирки пырать-ха сăмах?
Пушкăртстанра пилотсăр системăсен çарне йышăнасси пуçланнă. Çĕнĕ элитлă çар тĕсне иртнĕ çулхине Аслă тĕп командующийĕн Владимир Путинăн тата оборона министрĕн Андрей Белоусовăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Кун пек йышăну тăвасси тахçанах пиçсе çитнĕ. РФ Оборона министерствин «Красная звезда» хаçатĕнче çапла çырса кăларнă: «Ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра çар задачисен 80 процентне дронсемпе усă курса пурнăçлаççĕ. Паянхи хĕç-пăшаллă хирĕç тăрусенче çакăн йышши хатĕрсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк, çарсен ĕç-хĕлĕн ăнăçлăхĕ нумай чухне пилотсăр системăсемпе мĕнле ĕçленин тухăçлăхĕнчен килет». Унччен маларах дронсен операторĕсем ытти çарпа учет специальноçĕсем пек шутланнă, халĕ вĕсен ĕçĕ официаллă статуса тивĕçнĕ, çитменнине тÿрех питĕ пысăккине.
Вĕсем пăшалпа мар, джойстикпа çапăçакан пысăк класлă, лайăх хатĕрленнĕ салтаксем пуласси халех паллă. Çавăнпа вĕсен валли ыттисенчен уйрăлса тăракан условисем йĕркелеççĕ, унта вырăнсен шучĕ те сахал пулĕ.

Асăннă контракт ытти çарсенче хĕсметре тăнинчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
Çак контракта алă пусса çар тивĕçне пурнăçлакансем ытти салтаксем пекех тÿлевсемпе, çăмăллăхсемпе, социаллă гарантисемпе усă курма пултараççĕ. Унсăр пуçне вĕсемшĕн хушма çăмăллăхсем те пур:
– Служба хăрушсăртарах условисенче, малти линирен аякра, иртет.
– Контракта пĕр çултан пуçласа çирĕплетнĕ вăхăта алă пусма пулать. Вăл вĕçленсен пăрахса таврăнма е çĕннине алă пусма май пур.
– Контрактпа килĕшÿллĕн çар çыннине вăл ирĕк памасăр пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе çыхăнман ытти специальноçа е урăх çар тĕсне куçарма юрамасть.
– Студентсем контракт алă пусма, академи отпускĕ илме, служба хыççăн тÿлевсĕр (вырăн пулсан) вĕренме пултараççĕ.
– Çапăçу хирĕнчи çитĕнÿсемшĕн хушма тÿлевпе тивĕçтерĕç. Тăшман тĕллевĕсене ăнăçлă тĕп тăвакансене 50 000 тенкĕрен пуçласа 500 000 тенкĕ таран тÿлĕç.

Контракта кам алă пусма пултарать?
– Арçынсем – Раççей гражданĕсем. Хальлĕхе хĕрарăмсен çарпа учет специальноçĕсене çĕнĕ подразделенине илессине шута илмен.
– FPV операторĕсен ÿсĕмĕ 18-35 çулпа танлашмалла, ытти специалистсем – 18-45 çулхисем.
– Ӳт-пÿ енчен аталаннă, сывлăхлă, çар службине юрăхлă арçынсем.
– Тăхăр класран кая мар пĕлÿ пулмалла.
– Çар опычĕ çуккисене те илĕç.
– Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисемшĕн судпа айăпланманнисем. Саккуна пăснă ытти çынсемшĕн уйрăм йышăну тăвĕç.
– «Геймер опычĕ» тата «кадр туйăмĕ» пуррисене е радиосамолетпа/дронпа ĕçлеме, «VRпа» усă курма пĕлекенсене, аэродинамика никĕсĕсене ăнланакансене, пилотсăр вĕçекен сывлăш карапĕсемпе ĕçлеме пĕлнине çирĕплетекен сертификатсемпе свидетельствăсем алла илнисене хаваспах йышăнĕç.

Кăмăл пур, пултарăп, анчах пĕлместĕп. Мана вĕрентĕç-ши?
Суйлав витĕр ăнăçлă иртнĕ тата контракт алă пуснă кандидатсем ятарлă вĕрентÿ центрĕсенче икĕ уйăх вĕренĕç. Вĕсене пилотсăр системăсене юсама, программăлама, 3D-модельсем тата 3D-пичет сферинче ĕçлеме, пилотсăр вĕçекен тĕрлĕ хатĕрсемпе (сывлăш, çĕр çинчи, шыв çийĕнчи, шыв айĕнчи), çавăн пекех коммерциллĕ БПЛАпа ĕçлеме вĕрентĕç. Унсăр пуçне программăна IP-сетьсем тăвасси, радиоçыхăну йĕркелесси, топографи карттисемпе усă курасси, инженер ĕçне пĕлесси, вăрçă хатĕрĕсемпе ĕçлесси, транспорт хатĕрĕсене тытса пырасси кĕрет.
Курс вĕçленнĕ хыççăн кандидатсене тивĕçлĕ çарпа учет специальноçне алла илнине çирĕплетекен свидетельствăсене парĕç.

Çемьесене мĕнле çăмăллăхсемпе тивĕçтерĕç?
Контракт алă пусакансене пĕр хутчен 1 400 000 тенкĕ, кайран вара уйăхсерен 220 пин тенкĕрен пуçласа (çар званине, должноçне шута илсе) тÿлĕç, çăмăллăхсемпе килĕшÿллĕн çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕн статусне парĕç. Çар задачисене ăнăçлă пурнăçланăшăн дронсен операторĕсем хушма 50 пин тенкĕрен пуçласа 500 пин тенкĕ илме тивĕçĕç.
Унсăр пуçне Пушкăртстанра СВОна хутшăнакансемпе вĕсен çемйисемшĕн 50 ытла çăмăллăх пур.
– Ачасене шкулсенче тÿлевсĕр вĕри апатпа, сĕт-çу кухнинчи продукципе тивĕçтересси, колледжсемпе аслă шкулсенче вĕренесси, общежитире пурăнасси, ача садĕнче вырăнсем, кану лагерĕсене путевкăсем уйăрасси, обществăлла транспортпа çÿресси кĕрет.
– Çемьесене хăш-пĕр налогсенчен хăтарни, рынокри хаксенчен йÿнерех виçепе пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерни, кредит каникулĕсем йĕркелени, куравсемпе концертсене тÿлевсĕр билетсем уйăрни пулса тăрать.

Контракт алă пусас тесен ăçта каймалла?
– Çар комиссариатне;
– Контракт мелĕпе çар службине илекен пункта (Ĕпхÿ хули, Революционная урам, 156-мĕш çурт);
– «Госуслуги» порталта заявка хăварма пулать.
Хăвăрпа пĕрле паспорт, çар билетне (пур пулсан), мăшăрланнине тата ачасем пуррине çирĕплетекен свидетельствăсене, пĕлÿ пурри çинчен калакан документсене илмелле.
Контракт службипе çыхăннă ыйтусене памалли хĕрÿ лини номерĕ – 122.
Ирида НОВИКОВА хатӗрленӗ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас