Наталья Ильиничнăна Чăваш Кăпавĕнче пурӑнакан кашни ҫынах пӗлет, паллать, хисеплет. Пӗлӳ тӗнчине пӗрремӗш утӑмсем туса юратнă вĕрентекенĕмĕрĕн класс алăкĕ урлă пин-пин ача каçнă. Унӑн урокӗсем правилӑсене вӗренни кӑна мар, пултарулӑхпа ырӑлӑх тӗнчине илсе каякан чӑн-чӑн ҫул ҫӳрев пулнӑ. Вӑл кашни ачан чĕри патне çул тупма, унра вĕренÿ туртăмне аталантарма пӗлетчĕ.
– Ачасемпе ӗҫлесси – питӗ пысӑк яваплӑх. Вĕсем шӑпах пуҫламӑш шкулта пурнăç никĕсне хываҫҫӗ-ҫке. Çавăнпа та эпĕ ачасене вулама-ҫырма вӗрентнисӗр пуҫне вӗсенче хӗрхенӳ, Тӑван ҫӗршыва юратас туйӑмсене аталантарма тӑрӑшнӑ, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет Наталья Ильинична.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Наталья Ильинична ҫӗршывра пулса иртекен пулӑмсенчен айккинче тӑрса юлайман. Вӑл волонтерсен штабне ҫитнӗ, унта унӑн опычӗ тата алӑпа ӗҫлеме пӗлни кирлĕ пулнӑ.
– Маскировка сечӗсем ҫыхасси тата дронран хÿтĕленме пулăшакан утиялсем тӑвасси ҫӑмӑл ӗҫ мар, вӑл чӑтӑмлӑхпа тимлӗх ыйтать, – каласа парать штаб волонтерӗ Людмила Спиридонова. – Анчах Наталья Ильинична ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлет, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн. Тата вӑл яланах хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе савăнтарать, пире пурне те пулӑшса пырать.
Наталья Ильинична хăй ырă ĕç тунипе мухтанмасть.
– Санӑн аллусем усӑ кӳме пултарни, пирӗн тетелсем малти линире ачасене хÿтӗлени вӑй-хӑват, шанӑҫ парать. Ман шутпа, пиртен кашнинех ҫӗнтерӗве тÿпе хывмалла, – тет вӑл.
Наталья Ильинична çĕнĕ ĕçе алла илсе обществӑна усă кÿме пултарнин тӗслӗхӗ шутланать. Унăн пархатарлă ĕçĕ Тӑван ҫӗршыва юратнине çирĕплетет. Вӑл пирӗн вӑхӑтри чӑн-чӑн паттăр, унӑн пурнӑҫӗ хисепе тивĕç.
Юлия ИСАКОВА,
9 класс вĕренекенĕ.
Иглин районĕ,
Чăваш Кăпавĕ ялĕ.