Пур хыпар та

«Кашниех урăх çынна пулăшма пултарать»

Пелепей хулинчи 23№ ача сачĕн воспитателĕ Надежда Ухаткина чĕри туртнипе «Пĕрремĕш юрта» регионти проектăн волонтерĕ пулса тăнă. Вăл икĕ хутчен Луганскри госпитале суранланнă салтаксене пăхма кайнă.

«Кашниех урăх çынна пулăшма пултарать»
«Кашниех урăх çынна пулăшма пултарать»

Урăхла пулма пултараймастчĕ те…

– Эпĕ 1983 çулта Пишпÿлек районĕнчи Паслăк ялĕнче пысăк та туслă, пилĕк ачаллă çемьере çуралнă. Аннепе атте колхозра ĕçлетчĕç, пĕчĕкрен ĕçе, нуша куракансене пулăшма, йывăрлăхсенчен хăрамасса вĕрентетчĕç.
Пăслăкри шкултан вĕренсе тухсан Пелепейри педагогика училищине шкулчченхи уйрăма вĕренме кĕтĕм, анчах та пĕр çултан шкул уйрăмне куçрăм. Шăпа пÿрнипе пуçламăш классен вĕрентекенĕн дипломĕпе ача садне ĕçе вырнаçрăм. 2017 çулта Хĕвел тухăç экономикăпа юридици гуманитари академийĕн (ВЭГУ) шкулчченхи уйрăмĕнче вĕренсе тухрăм, – паллаштарчĕ хăйĕнпе Надежда Витальевна.
Пелепей хулинче хĕр Андрей Ухаткина качча тухнă. Çемьере – икĕ ача: аслă 21 çулхи хĕрĕ Самара хулинче ĕçлесе пурăнать, 17 çулхи ывăлĕ вырăнти гуманитарипе техника колледжĕнче вĕренет. Мăшăрĕ Андрей Геннадьевич Çурçĕрте вахта мелĕпе ĕçлет.
Икĕ çул каялла Надежда Ухаткина Анапа хулинче каннă, хăна çуртне хирĕç çар çыннисен госпиталĕ вырнаçнă пулнă. Шăпах çавăн чухне унăн çитес отпуска госпитальти салтаксене пăхма килес шухăш çуралнă та. Çур çултан Надежда Витальевна «Пĕрремĕш юрта» регионти проект пирки пĕлнĕ.
– 2025 çулхи февраль уйăхĕнче социаллă сетьре «Пĕрремĕш юрта» проект ссылки тăрăх куçса анкета çыртăм. Хам çинчен панă информацие тĕрĕслеме вăхăт кирлĕ пулчĕ. Ман пата темиçе хутчен шăнкăравласа ыйтусем пачĕç. Чи кирли – мораль тата психологи тĕлĕшĕнчен хатĕр пулни, ÿт-пÿ тата кăмăл-туйăм йывăрлăхĕсене чăтма пултарни. Апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнче асăннă проектăн координаторĕ Гузель Коваленко мана ушкăна кĕртни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Тинех хам йышăну çинчен мăшăрпа ывăла пĕлтертĕм. Паллах, Андрей малтан хирĕç пулчĕ: «Ăçта каятăн эсĕ, унта хăрушă-çке!» - терĕ. Юлашкинчен манпа килĕшрĕ, пулăшрĕ, – каласа пачĕ «Пĕрремĕш юрта» волонтерĕ.
Ача сачĕн ертÿçи ăна тÿрех отпуск панă, Надежда Ухаткина Луганскра пĕрремĕш волонтер сменине ирттернĕ. Вăл икĕ хутчен Çтерлĕ хулинчи волонтерсемпе унта пулнă.

Ырă чĕреллĕ пулмалла…

– «Пĕрремĕш юрта» волонтерĕ пулма мĕн кирлĕ? Йывăрлăхсене тÿсссе ирттерме мĕн пулăшрĕ?
– Ушкăнра курай çеçки палли пекех çичĕ хĕрарăм. Пирĕн салтаксемшĕн эпир йăмăксемпе аппасем пултăмăр. Пытармастăп, госпитальте ĕçлеме çăмăл мар, анчах та йывăрлăхсене çĕнтерме пациентсен чăтăмлăхĕпе паттăрлăхĕ пулăшать. Салтаксем суранĕсем ыратнине пăхмасăр хăйсене çирĕп тытаççĕ, пире «йăмăксем - хĕвел пайăркисем» тесе чĕнеççĕ, шÿтлесе калаçаççĕ, анчах та ачасем çырнă çырусене вуланă чух куçĕсем шывланаççĕ…
Эпĕ хирурги уйрăмĕнче ĕçлерĕм. Кунне пĕр хутран тепĕр хута çÿресе 20 пин утăм тăваттăм: пĕрне рентгена, теприне УЗИне илсе каймалла, кĕтсе илмелле. Лифтпа утса çÿреймен аманнисене тата апат турттарма çеç усă кураççĕ. Сменăна 7.45 сехетре килетпĕр. Салтаксем эпир килсен савăнаççĕ, кайнă чух хурланаççĕ…
Çуркунне ĕçлеме çăмăлрах, хĕвел çути, чечексем кăмăла çĕклеççĕ, кĕркунне вара йывăртарах, кун кĕскелет, сывлăш нÿрĕ. Апла пулсан та çĕршывăн паттăр хÿтĕлевçисемпе юнашар, вĕсене йывăр вăхăтра пулăшма май пулнипе чунра лăпкă пулса каять.
Эпир пурте килти хуçалăха илсе пыракан мăшăрсем, аннесем. Çав ĕçех госпитальте тăватпăр: кухньăра ĕçлетпĕр, савăт-сапа çăватпăр, вырăнпа выртакан пациентсене апатлантаратпăр. Çавăн пекех пирĕн ĕçсен шутне гигиена процедурисем те кĕреççĕ (сухал хырасси, çăвăнтарасси, чĕрне, çÿç касасси), кăткăс мар сурансене çыхасси.
Госпитальте урăх çĕртен килнĕ тухтăрсемпе медицина сестрисем ĕçлеççĕ, вырăнтисенчен санитаркăсем çеç. Волонтерсен пулăшăвĕсĕр вĕсене йывăр килĕччĕ.

Хамăрпа пĕрле гуманитари пулăшăвĕ турттаратпăр

– Мĕнле майпа госпитале çитетĕр? Гуманитари пулăшăвне пĕрле илсе кайма май пур-и?
– Волонтерсене вырăна тата каялла киле çитерессине, пурăнма хваттер уйăрассине проект шучĕпе саплаштараççĕ. Хула тăрăх куçса çÿресси, апатланасси хăвăн кĕсьерен.
Паллах, кашни волонтер смени хăйпе пĕрле салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ илсе каять. Октябрь уйăхĕнче кайнă чух çур машина тултарса кайрăмăр.
Малти линирен аманнă салтаксене документсăр, тумтирсĕр илсе килеççĕ. Вĕсене таса тумтир тăхăнтартмалла. Иккĕмĕш хут кайнă чух 23№ сад ĕçченĕсем футболкăсемпе спорт шăлаварĕсем, гигиена хатĕрĕсем туянса тата «Хамăрăннисене маскировка тăватпăр» («Замаскируем своих») мастерскойĕн хĕрарăмĕсем ампутациленĕ алă-ура валли валиксем тата вещмешоксем парса ячĕç.
Пушкăртстанран гуманитари конвойĕсем тăтăшах килсе тăраççĕ. Пĕрремĕш хут кайса килнĕ хыççăн Пелепей районĕн администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев патне çитрĕм, госпиталь ыйтăвĕсем пирки пĕлтертĕм, вăл пулăшма шантарчĕ. Октябрь уйăхĕнче пирĕн госпитале Марат Шафиков, Саид Багаутдинов тата Сергей Паньков пулăшăва çитерчĕç.
Кашни ентеш-салтака чун ăшши парнелес килет. Пĕррехинче, тепĕр уйрăмра ĕçлекен волонтер: «Надя, кунта сирĕн Пелепей салтакĕ выртать!» – тесе пĕлтерчĕ. Вăл Пелепейрен мар, Давлеканран пулса тухрĕ. Пур салтаксем те тăвансем пекех, пурте хамăрăн.
Час-часах тĕрлĕ регионти салтаксем госпитальте ентешĕсене тупма ыйтаççĕ. Тупатпăр, тĕлпулăва илсе килетпĕр, пĕр-пĕринпе калаçнă хыççăн вĕсем часрах сывалаççĕ.

Пурнăç çине урăх куçсемпе пăхма пуçларăм

– Госпитальте пулса курнă хыççăн сирĕнпе улшăнусем пулса иртрĕç-и?
– Киле таврăнсан яланхи пурнăç йĕркине хăнăхма йывăртарах пулчĕ. Мирлĕ пурнăçра чылайăшне пĕлтерĕшсĕр, вак-тĕвек япаласем кăсăклантараççĕ. Лере çынсем Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хураççĕ. Йывăр суранланса госпитале лекнисем каллех строя тăрас тесе пурнăçшăн кĕрешеççĕ.
Пурнăç çине пачах урăх куçсемпе пăхма пуçларăм. Хĕрпе ывăл, мăшăр, анне маншăн пăшăрханаççĕ, ыйтса пĕлеççĕ. Хăш чух пĕр-пĕр пулăм çинчен каламасан çăмăлрах та вырăнлăрах пулĕ тетĕп. Халĕ вăрçăра пулнă салтаксем мĕншĕн унти пурнăç çинчен каласа пама юратманнине лайăх ăнланатăп, арçынсем макăрма хăнăхман. Эпĕ те хамăн куççульсене пытаратăп, ăшра çеç макăратăп. Ют çын хуйхипе ыратăвне хăнăхма йывăр… Вут-хĕм айне лекмерĕмĕр пулсан та тупăсем çурăлни пĕр чарăнми илтĕнетчĕ, çĕрле пилотсăр вĕçев аппарачĕсем вĕçетчĕç, – хуравларĕ Надежда Витальевна.

«Пĕрремĕш юрта» - ытти регионсемшĕн тĕслĕх

«Пĕрремĕш юрта» волонтерĕсем шутне ырă чĕреллĕ хĕрарăмсем – медицина ĕçченĕсемпе вĕрентекенсем, тÿре-шарасемпе ял хутлăх администраци пуçлăхĕсем, предпринимательсемпе журналистсем, тĕрлĕ организацисен ĕçченĕсем кĕреççĕ. Вĕсем пĕр тĕллев суйласа илнĕ – хăй ирĕкĕпе СВОра аманнă салтаксене пулăшасси. Асăннă ушкăна 55 çула çитичченхи хĕрарăмсене йышăнаççĕ.
Хальлĕхе Пелепей хулинче пурăнакан хĕрарăмсенчен «Пĕрремĕш юрта» волонтерĕсен йышне Надежда Ухаткина çеç хутшăннă. Вăл Луганска апрель уйăхĕнче кайма палăртать. Йăлана кĕнĕ тăрăх волонтерсем Ĕпхÿ хулинчи Совет лапамĕнче вырнаçна М.Шаймуратов палăкĕ патĕнчен çула тухаççĕ.
Пушкăртстан опытне тĕпченĕ хыççăн Калмык Республикинче те асăннă проекта хута янă.
– Пурне те ырăлăх тата ырă ĕçсем тума сунатăп. Пиртен кашниех тепĕр çын нушине ăнланма, хĕрхенме, пулăшма, тимлĕх уйăрма пултарать, – тесе вĕçлерĕ калаçăва Надежда Ухаткина.

Любовь ИВАНОВА.
Пелепей хули.

«Кашниех урăх çынна пулăшма пултарать»
«Кашниех урăх çынна пулăшма пултарать»
«Кашниех урăх çынна пулăшма пултарать»
«Кашниех урăх çынна пулăшма пултарать»
Автор:
Читайте нас