Пур хыпар та

Чун туртнипе, чĕре хушнипе

Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах Федоровка районĕнчи Ашкатар ялĕнче «Эпир пĕрле вăй» волонтерсен ушкăнĕ хастар ĕçлет. Çак ырă чĕреллĕ çынсене пĕр тĕллев – чăн-чăн патриотизм туйăмĕ кăтартса салтаксене пулăшасси – пĕрлештерет.

Чун туртнипе, чĕре хушнипе
Чун туртнипе, чĕре хушнипе

Арçынсем маскировка сечĕсем çыхакан хĕрарăмсен ĕçне çăмăллатни уйрăмах тав сăмахне тивĕç. Сăмахран, Марс Хайбуллин, Валерий Семенов тата Олег Семенов сетьсем çыхмалли каркас тунă. Вырăнти шкул директорĕ Сергей Вальщиков ун валли хăмасемпе бруссем уйăрнă. Олег Павлович волонтерсем ыйтнипе алă айĕнчи хатĕрсенчен спанбонд текен пусмана ултă сантиметр сарлакăш тата ытти виçеллĕ тикĕс йĕрсем çине касмалли станок ăсталанă. Вăл ялта хăйĕн ырă ĕçĕсемпе тахçанах палăрса тăрать. Ĕç ветеранĕ пĕтĕм пурнăçне ĕçе тата обществăна халалланă. Маларах арçын çăлкуçсене тирпей-илем кĕртес ĕçе хутшăннă, ятарлă çар операцийĕ пуçлансан та айккинче тăрса юлман, волонтерсен юхăмне хутшăннă. Унăн мăшăрĕ Зинаида та волонтер. Сăмах май каласан, Семеновсем нумай çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, çĕршыва юрăхлă тăватă ача çуратса ÿстернĕ.

Волонтер юхăмĕн пайташĕ Олег Семенов хăйĕн тĕлĕнмелле станокĕпе каснă лентăсемпе Кинчеккей, Ашкатар тата ытти çывăхри ялсене тивĕçтерет.

– Малтанхи вăхăтра станок 50 сантиметр сарлакăшчĕ, халĕ – 1,6 метр. Çавăнпа та пĕр харăсах виçĕ метр сарлакăш рулон касса пулать, – ăнлантарса парать ăста хăй шутласа кăларнă станок мĕнле ĕçленипе паллаштарнă май.

Çавăн пекех пĕр рулона 30 минут хушшинче касса пĕтерме май пуррине çирĕплетет. Ял çыннисем пĕлтернĕ тăрăх, вăл 60 рулон ытла пустав каснă. Хăйсем икĕ çул каялла шутланă тăрăх, çак лентăсене пурне те пĕрле хурса тухсан 70 çухрăмпа танлашать. Хĕрарăмсене мĕнле хĕрÿ килни пирки калама та кирлĕ мар. Вĕсем кашни лентăнах алă вĕççĕн çыхаççĕ.

Олег Павлович пĕлтернĕ тăрăх, ĕлĕк пĕр тĕркемре 250 метр пулнă, пĕри 700 тенкĕ тăнă. Халĕ хаксем ÿснĕ – 175 метршăн икĕ пин ытла тÿлеме тивет. Ялти ватă çынсен пенсийĕсем пысăк мар пулин те ырă ĕç валли укçи-тенкине шеллемеççĕ. Чăваш арĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăрлăхĕсене тÿссе ирттернисене, вĕсен паттăрлăхĕпе пĕрлĕхлĕх туйăмне аса илчĕ. Тĕслĕх вырăнне 20 çулта чухне виçĕ тăлăх ачана хăй хÿттине илнĕ амăшне илсе кăтартрĕ. «Паян çĕршыв çăмăл мар вăхăт тÿссе ирттернĕ вăхăтра, хамăр мăн асаттесен паттăрлăхне асра тытмалла. Çамрăк ăрăвăн шăпах вĕсен ырă тĕслĕхĕ çинче çитĕнмелле», – тесе шутлать Ашкатар волонтерĕ.

Татьяна ЗАЙНУЛЛИНА.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.

Автор:
Читайте нас