Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем патриотла акцие хутшӑннӑ

Апрель уйăхĕн 15-мĕшенче Авăркас районĕнчи Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем «Паттăра çыру çыратпăр» патриотла акцие хутшӑннӑ.

Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем патриотла акцие хутшӑннӑПишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем патриотла акцие хутшӑннӑ
Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем патриотла акцие хутшӑннӑ

Мероприятине ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене хавхалантарас тата пулăшас тӗллевпе йĕркеленĕ. Шкул ачисем "Герой партти" хушшине ларса салтаксене çыру ҫырнă.

Çар операцийĕнчи кашни тапхăр хăрушлăхпа çыхăннă. Çавăнпа та салтаксемшĕн тăван кĕтесрен хыпар илни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасем паянхи кун çар задачисене пурнăçлакан çар çыннисене хăюлăхпа паттăрлăхшăн, çирĕп кăмăлшăн чунтан тав тунă. Вĕсене çирĕп сывлăх, вăй-хăват тата тÿсĕмлĕх суннă.

Çыру çырнă кашни вĕрентекенпе вĕренекен вĕсем часах салтаксем патне çитессе шанаççĕ. Çырусем вăрăм мар пулсан та вĕсем паттăрсен чун-чĕрисене ăшăтĕç.

 

Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем патриотла акцие хутшӑннӑ
Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем патриотла акцие хутшӑннӑ
Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем патриотла акцие хутшӑннӑ
Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем патриотла акцие хутшӑннӑ
Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕсем патриотла акцие хутшӑннӑ
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас