Урал сасси
+14 °С
Облачно

Пĕр такăнмасăр малалла

Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕнчи «Малалла» волонтер ушкăнĕ маскировка сечĕсем çыхса, салтаксемшĕн служба вăхăтĕнче кирлĕ япаласем пухса çĕнтерĕве çывхартать.

Пĕр такăнмасăр малаллаПĕр такăнмасăр малалла
Пĕр такăнмасăр малалла

«Малалла» («Вперед») волонтер ушкăнĕ 2023 çулхи январь уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Çак ялăн черчен пайĕн тăхăр хастар представителĕнчен тăракан мобильлĕ ушкăн ертÿçи пулма Галина Горбунована пĕр саслă пулса суйланă. Галина Васильевна Пишпÿлек район тĕп больницинче апатлану блокĕн ертÿçи пулса ĕçлет. Чăваш хĕрарăмĕ лидер енĕсем тата çĕнтерĕве çывхартма пысăк кăмăл пуррипе, йĕркелÿ ыйтăвĕсене тухăçлă татса пама пултарнипе уйрăлса тăрать. Мĕншĕн тесен Г.В. Горбунован юратнă ывăлĕ Игорь тулли мар мобилизаци йĕркин пĕрремĕш «хумне» лекнĕ. 2022 çулхи сентябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче унпа пĕрле тăван ялтан тата икĕ çын вăрçа кайнă. Паянхи кун Йăлпăлак ялĕнчен ятарлă çар операцине вунă ытла ар хутшăнать.

Эпир килнĕ кун ялти культура çуртĕнче вырнаçнă волонтер ушкăнĕ маскировка сечĕ çыхатчĕ. Çăмăл мар ĕçе тăватă çын пурнăçлатчĕ. Ĕçленĕ май патриотла «Русский парень в огне не горит. Русский парень в воде не тонет…» юрă та шăрантаратчĕç. Калаçу вăхăтĕнче çакă паллă пулчĕ: волонтерсем икĕ ушкăна пайланса ĕçлеççĕ иккен. Пĕрисем – кăнтăрлаччен, теприсем – кăнтăр апачĕ хыççăн. Тата пиллĕкĕшĕ килĕсенче дронсенчен хÿтĕленмелли утиялсем çĕлеççĕ.
Волонтер ушкăнĕн чи хастар пайташĕсем çаксем: Любовь Ивановапа Ирина Константинова, Любовь Вариковапа Елена Николаева, Марина Ивановапа Людмила Михайлова, Галина Евграфовапа Тамара Федорова, Лариса Гавриловапа Райхона Рузиматова, Валентина Даниловапа Людмила Гаврилова тата Людмила Петрова. Асăннă хĕрарăмсем тунă ĕç чăннипех тĕлĕнтерет – вĕсем 150 ытла маскировка сечĕ çыхнă, аллă ытла «Леший» тата «Кикимора» тумĕ çĕленĕ. Вĕсен ылтăн аллисем хатĕрленĕ курăк чейĕсен, типĕ яшкасемпе улма-çырласен, типĕтнĕ сухарисен, пухнă пылаксемпе строительство ĕçĕсем валли материалсен шучĕ те çук. Çавăн пекех Райхона Рузиматова автомат магазинĕ валли сумка айĕсемпе наçилккасем çĕленĕ. Пĕтĕм ял пухнă укçа-тенкĕпе маскировка сечĕсем çыхма материалсем туяннă. Асăннă нухратăн пĕр пайне район пухмачне янă.

Волонтер ушкăнĕн патриотла юрăсем юрлакан пайташĕсемпе сыв пуллашнă май пуçра çакăн пек шухăш çуралчĕ: çакăн пек халăха пĕр инкек те парăнтараймĕ, пĕр тăшман та çĕнтереймĕ!
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ,Йăлпăлак ялĕ.

Пĕр такăнмасăр малалла
Пĕр такăнмасăр малалла
Пĕр такăнмасăр малалла
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас