

Пелепей районĕнчи пысăках мар Ключевка ялĕ пур. Сименкке ял хутлăх администрацийĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн кунта 13 çынна регистрациленĕ. Хĕл кунĕсенче вара çичĕ çын çеç пурăнать. Вĕсенчен çурри - аслă ÿсĕмрисем тата шкул ачи çитĕнтерекен пĕр çемье.
Ял çыннисем пурте ырă кăмăллă, ăста, ăслă, ĕçчен. Нумайăшĕ тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармаççĕ: общество пурнăçĕнчен аякра тăмаççĕ, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, мăнукĕсене тимлĕх уйăраççĕ… Çакăн пек хастар çынсенчен пĕри вăл – Наталия Елисеева.
Наталия Ивановна Ключевка ялĕнчех çуралса ÿснĕ. Вăл хăй ĕмĕрне медицина сестри пулса ĕçлесе ирттернĕ. Вăтăр çул хушши çемийпе Пелепей хулинче пурăннă. Мăшăрĕпе Илья Петровичпа икĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем халĕ Тюмень хулинче нефть отраслĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Ывăлĕсем ашшĕ-амăшне тăватă мăнук парнеленĕ. Шел пулин те, çемье пуçĕ пурнăçран ытла ир уйрăлса кайнă. Пĕчĕк тăван кĕтесĕ хăй патне туртнипе Наталия Ивановна хулари çуртне сутса яла пурăнма куçнă.
Çулĕсене пăхмасăр, сывлăхĕ хавшаннă пулин те 69 çулхи Наталия Елисееева чун туртăмĕпе, чĕри хушнипе волонтер ĕç-хĕлне илсе пырать. Ĕçчен те правур чăваш хĕрарăмĕ салтаксем валли 200 ытла алса-чăлха çыхнă, темиçе теçетке савăт пахча çимĕç консервланă, апат-çимĕç хатĕрленĕ.
Нумай пулмасть Сименкке ял хутлăхне А.салтак кĕске вăхăта отпуска таврăннă. Çар çынни Наталья Ивановнана Запорожье облаçĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн çар чаçĕн командованийĕ панă Хисеп хутне аллинчен тыттарнă, салтаксен ятĕнчен тав тунă.
Чăваш хĕрарăмĕ парăмра юлман. Вăл çар çыннисем валли черетлĕ парнесем хатĕрленĕ, вĕсене А.салтак урлă парса янă.