

Нумай пулмасть ятарлă çар операцине хутшăннă «Агроном» хушма ятлă Николай Потапов тăван ялĕнче кĕске отпускра пулса курнă. Вăл ентешĕсенчен пулăшу ыйтнă, çар тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçлама малти линире çирĕп çыхăну хатĕрĕсем кирли пирки пĕлтернĕ. «Агроном» СВО мĕн пуçланнăранпа çарта тăрать, унта вăл мобилизаци мелĕпе ăсаннă. Унăн амăшĕ Галина Герасимовна волонтерсен ушкăнне çÿрет, СВОна пулăшмалли ĕçрен пĕрре те юлмасть.
Салтак ыйтнине ентешĕсем ырланă. Ольга Андреева ертсе пыракан пуçару ушкăнĕ укçа-тенкĕ пуçтарма пуçланă. Çак ĕçе вырăнта пурăнакан аллă çын хутшăнса ултă кун хушшинче кирлĕ хисепе пухнă, укçа-тенкĕ ултă раци илме çитнĕ.
«Асăннă ĕç çĕнтерÿ патне тунă тепĕр утăм пулчĕ. Ятарлă çар операцинчи ентешсем хăйсен ыйтăвĕсемпе тÿрремĕн пирĕнпе çыхăнсан аванрах пулĕччĕ. Май пур таран вĕсене пулăшма тăрăшăпăр», – теççĕ волонтерсем.
«Ял-йыш пухнă укçа-тенкĕпе туяннă çыхăну хатĕрĕсем хамăр çĕршыв хÿтĕлевçисен сывлăхĕсемпе пурнăçĕсене сыхласа хăварма пулăшасса тем пекех шанатпăр», – тет Ольга Анатольевна.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.