Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
19 Апрелӗн 2022, 10:48

Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш тĕнчишĕн паллă кун. Шăпах çак кунхине эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Кăçал вара çак куна уявлама пуçланăранпа 30 çул çитĕ. Ăна чăваш алфавитне йĕркелесе яраканне, чăваш букварĕн ашшĕне, чăваш халăхне çутта кăлараканне Иван Яковлевич Яковлева халалланă.

Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?
Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?

Тăван чĕлхене сыхласа-упраса хăварасси, ăна малаллла аталантарасси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Ашшĕ-амăшĕн чĕлхине пĕлмен çын, юнпа чăваш пулсан та, хăйĕн йăхĕн ăс-хакăл пурлăхне сая ярать – чĕлхепе пĕрле ăруран ăрăва куçса пыракан культура татăлать. Пирĕн «Мĕн тума кирлĕ вăл чăваш чĕлхи» текен шухăша сирсе ямалла. «Чĕлхене упраса хăварасси ашшĕ-амăшĕнчен, çемьерен килет» тени вара тĕрĕсех. Çавăнпа эпир «Урал сасси» хаçат вулаканĕсем хушшинче «Килте эсир мĕнле чĕлхепе калаçатăр?» ятпа ыйтăм ирттертĕмĕр. Чылайăшĕ темшĕн хурав памарĕ. Тен, вăтанчĕç, тен, тĕрĕссине пĕлтересшĕн пулмарĕç. Апла пулин те хăшĕ-пĕрисем хаваспах хутшăнма кăмăл турĕç.
Галина Константинова, Авăркас районĕ, Треппел ялĕ:
– Чăваш чĕлхи – манăн тăван чĕлхе. Вăл асатте-асанне, атте-анне чĕлхи. Эпĕ тăван чĕлхене питĕ юрататăп, хисеплетĕп. Анне чĕлхипе çырнă кĕнекесене вулама, юрăсене юрлама кăмăллатăп. Килте вара чăвашла çеç калаçатпăр.
Лия Кириллова, Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ:
– Çемйипе чăвашла сăмахлатпăр. Паллах, хамăр хушăра кăна мар. Эпир тăван чĕлхене юрататпăр. Ăна манас çук ĕмĕрне. Хамăр тымарсене тарăн пӗлсен, хамăра хамăр хисеплесен кăна пире ытти халăхсем те хисеплӗç.
Лена Савельева, Авăркас районĕ, Юламан ялĕ:
– Эпĕ килте атте-аннепе, тăвансемпе чăвашла çеç калаçатăп. Тăван чӗлхепе калаçма вӗренесси ҫемьерен пуҫланать тенине асра тытса ывăлăма та тăван чĕлхене ăша хывма пулăшатăп. Вăл вара кукашшĕ-кукамăш, амăш чĕлхине юратса вĕренет.
Ирина Краснова, Пелепей хули:
– Аттепе анне чăвашла çеç калаçаççĕ. Эпир, ачисем, тăван чĕлхепе калаçмастпăр та. Хулара пурăннипе ачасене те мĕн пĕчĕкрен вырăсла пуплеме хăнăхтарнă. Çапах та эпĕ хамăр халăхăн йăли-йĕркисене хисеплетĕп, чылайăшне пĕлетĕп те.
Галина Еремеева, Ермеккей тăрăхĕ, Кăратмас ялĕ:
– Эпĕ чăвашла калаçатăп. Чăваш пулнишĕн мухтанатăп. Ачасем те тăван чĕлхепе сăмахласа ÿснĕ. Мăнуксене илес пулсан, аслисем, виççĕшĕ, чăваш чĕлхине пачах та пĕлмеççĕ. Вĕсемпе вырăсла калаçма тÿр килет. Кĕçĕннисем вара тăван чĕлхене лайăх пĕлеççĕ. Унпа ним вăтанмасăр калаçаççĕ.
Людмила Маркина, Çтерлĕ хули:
– Хулара пурăннипе ытларах вырăсла калаçма тÿр килет. Апла пулин те манăн ачасем, ывăлпа хĕр, чăвашла ăнланаççĕ. Ывăлăм чăвашла калаçма та хăтланать, чылай сăмаха лайăх пĕлет. Чăваш концерчĕсене те çÿреме пуçларĕ. Ăна чăваш юрри-ташшисем питĕ килĕшеççĕ. Унсăр пуçне ывăлăмăр Ухсай Яккăвĕн пултарулăхне халалланă конкурса хутшăнчĕ. Унта вăл 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Паллах, эпĕ ăна çак ĕçре пулăшрăм. Çавăн пекех вăл «Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторина ыйтăвĕсене те хуравларĕ. Унăн кăтартăвĕсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Хĕрĕм пирки калас пулсан, вăл каникулсене кукамăшĕ патĕнче ирттеретчĕ. Çавăнпа тăван чĕлхене лайăх пĕлет. Ĕмĕтре – мăнукăма чăвашла вĕрентесси.
Ольга Никитина, Пишпÿлек ялĕ:
– Килте вырăсла калаçатпăр. Мĕншĕн тесен мăшăрăм мордва çынни. Атте-аннепе вара чăвашла çеç сăмахлатăп. Шкулта хĕрĕм тăван чĕлхене хаваспа вĕренет.
Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Чĕлхемĕр шăпи, унăн пуласлăхĕ пирĕн алăра. Пурте алла-аллăн тытăнсан паянхи лару-тăрăва улăштарма пулать. Кашни çын хăйĕн ĕç вырăнĕнче чăваш чĕлхине аталантарас тесе мĕн кирлине туса хăвартăрччĕ. Пурнăçăн аслă çулĕ тăван чĕлхе айккипе иртсе ан кайтăрччĕ.
Ирида НОВИКОВА
ыйтса пĕлнĕ.

Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?
Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?
Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?
Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?
Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?
Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?
Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?
Килте мĕнле чĕлхепе калаçатпăр?
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: