Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
27 Декабрӗн 2022, 14:30

Асра – пĕтĕмпех лайăххи

Тепĕр çулталăк та хыçа юлать. Çунат хушнăн вирхĕнсе иртет-çке çул хыççăн çул. 2022 çул вĕçлениччен шутлă кунсем тăрса юлчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, тепĕр çула кĕтсе илнĕ май иртнине аса илсе пĕтĕмлетÿсем тăватпăр, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене палăртатпăр. «Сирĕншĕн 2022 çул мĕнпе асра юлчĕ ?» çак ыйту çине хурав пачĕç те пирĕн хаçатăн хаклă тусĕсем.

Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Асра – пĕтĕмпех лайăххи

Юлия Соколова. Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ. Çулталăк хушшинче çемьере нимĕн те пулса иртмерĕ. Аса илмелли те çук темелле. Пĕтĕмĕшле 2022 çул маншăн вăрçăпа, тулли мар мобилизаципе тата хăрушă хыпарсемпе нумайлăха асра юлĕ. Çумра çемье, çывăх çыннăмăрсем ырă-сывă пулни – пысăк телей. Шăпах çакă пĕлтерĕшлĕ мар-и?
Ирина Игнатьева. Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ. Çулталăк ырă пулăмсемпе пуян пулчĕ. Сăмахран, июль уйăхĕнче Куюргазă районĕнче «Салаватия – 2022» Пĕтĕм Раççейри арт-симпозиум иртрĕ. Пирĕн тăрăха çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пултаруллă художниксем килсе çитрĕç. Вĕсем чăваш халăхĕн кулленхи пурнăçне, аслисемпе ачасен халăх тумĕн пуянлăхне шурă хут çине куçарчĕç. Çак тĕлпулăва аса илтерекен илемлĕ сăн ÿкерчĕксем Салават епархийĕн музейĕнче упранаççĕ.
Александр Паньков. Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ – Сургут хули. 2022 çул ятарлă çар операци пуçланнипе, тăвансемшĕн пăшăрханни-куляннипе асра юлĕ. Мĕншĕн тесен çемьерен, çывăх çыннăмăрсенчен хакли çĕр çинче нимĕн те çук. Çемье – юратупа хисеп, килĕшÿпе ăнлану çăлкуçĕ. Çакăншăн аттепе аннене, мăшăрăма тав тăватăп.
Екатерина Никитина. Самара хули. Çулталăк хушшинче пурнăçра пысăк улшăнусем пулмарĕç. Килте пурте йĕркеллĕ, ĕçре те ку енĕпе чăрмавсем çук. Аса илмелли пулăмсенчен пĕри – Сочи хулине канма кайни. Мана, чылай çын пекех, тусем илĕртеççĕ. Тен, ку вĕсем çÿллĕ пулнипе çыхăннă? Тен, ту çине хăпарса курнă çын хăйне паттăр пек туйма тытăннипе, те ытти йывăрлăх умĕнче хăрама пăрахнипе. Тинĕс хĕрринче пулни те халĕ те асрах. Çул çÿреве канмалли сезон хупăннă вăхăтра кайни меллĕ пулчĕ: çын сахал, хаксем çыртмаççĕ. Çапла кану кунĕсем хаваслă та интереслĕ иртрĕç.
Ирина Тимофеева. Пелепей районĕ, Алексеевка ялĕ. Кăçал маншăн хурлăхли чылай пулчĕ. Апла пулин те начар çул тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн тесен ниме пăхмасăр кăмăла савăнтаракан, шанăç паракан пулăмсем чуна ăшăтрĕç. Тигр çулĕ пурнăçа хаклама, вăл пĕрре çеç, иккĕмĕш хут çуралма çуккине вĕрентрĕ. Ĕçре аслă квалификаци категорине çирĕплетме пултартăм. Çавăн пекех пысăк хулара автомобильпе пĕр хăрамасăр çÿреме хăнăхса çитрĕм. Ку та маншăн пысăк çитĕнÿ.
Анна Храмова. Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ. 2022 çул xăйне май асамлă пулчĕ, вăл пире пысăк савăнăç илсе килчĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ пулăм – ывăл çурални! Ваттисем ят çыннăн шăпине татса парать тесе каланине асра тытса ăна Константин ят патăмăр. Вăл «çирĕп» тенине пĕлтерет. Эпир мăшăрпа икĕ хĕрпе виçĕ ывăлăн ашшĕпе амăшĕ пулнишĕн чунтан хĕпĕртетпĕр. Халĕ пирĕн тĕп тĕллев – ачасене вĕрентсе професси илме пулăшасси, пурнăçăн анлă çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларса çĕршывшăн усăллă çын туса ÿстересси.
Василий Петров. Октябрьски хули. Сывлăх чи хаклă пуянлăх тенине пурте илтнĕ, пурте пĕлеççĕ… Анчах та чирлемен чухне сывлăха хакламастпăр. Хамăра япăх туйма е чирлеме пуçласан кăна çав сăмахсене аса илетпĕр. Тигр çулĕнче шалкăм çапрĕ. Мĕнле йывăр пулсан та юратнă ĕçе – Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕн историне тĕпчеме, ял çыннисен йăх-несĕл тымарĕсемпе çыхăннă информацие пухма пăрахмастăп. Мĕншĕн тесен чун туртнă ĕç яланах мана хавхалану кÿрет.
Мария Сайдякова. Шаран районĕ, Ĕрĕкмен (Рождественка) ялĕ. Иртнĕ çулхи типĕсем хыççăн кăçалхи çумăрсем кăмăла çĕклерĕç. Çуркунне кая юлса килчĕ пулин те, Турă пулăшнипе, пахчара тĕрлĕ çимĕç тулăх тухăç пачĕ. Уйрăмах çĕр çырли савăнтарчĕ. Ĕрĕкмен ялĕнче вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăпа килĕшÿллĕн спорт лапамĕ турĕç, канма беседка лартрĕç. Çаксем ялăн сăн-сăпатне тата та илемлетеççĕ. Эпĕ тăван яла питĕ юрататăп. Пĕр ял çыннисене çитес Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу, мирлĕ тÿпе сунатăп.
Марина Кириллова. Мияки районĕ, Суккул-Михайловка ялĕ. 2022 çул савăнăçлă та паллă пулăмсемпе пуян пулчĕ. Вĕсенчен пĕри – почта уйрăмне почтальон пулса вырнаçни. Халĕ ял çыннисене хаçат салататăп. Çав шутра «Урал сассине» те. Ăна уйрăмах ватă çынсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм вăл – пĕр тăванăн аслă ывăлĕн туйне выляни. Эпир çав кунхине хаваспах купăс кĕввипе юрларăмăр, ĕлĕкхи такмаксене каласа ташларăмăр. Çак туй хам курнă ĕлĕкхи туйсене аса илтерчĕ. Астăватăр-и ĕлĕк пĕр уяв та, пĕр туй та хут купăссăр иртмен. Хальхинче хăнасем те, эпир те кăмăллă юлтăмăр. Çавăн пекех кăçал хамăн студент çулĕсем иртнĕ хулара пулса куртăм. Çирĕм çул каялла эпĕ 133№ лицейра сутăçăна вĕреннĕччĕ. Кунта таврăнсан ăшă аса илÿсен авăрне путрăм.
Ирида МАТНИЯЗОВА калаçнă.

Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Асра – пĕтĕмпех лайăххи
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: