Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
18 Кӑрлач 2023, 10:30

Студент пурнăçĕ – чи хаваслă вăхăт

Январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм Раççей студентсен кунне паллă тăвать. Çак кун институт-университетра, колледж-техникумра вĕренекенсемшĕн чăн-чăн уяв. Татьянăсемшĕн çак кун тата та пĕлтерĕшлĕрех. Вĕсем пĕр кунта икĕ уява – студентсен тата Татьянăсен кунĕсене паллă тăваççĕ.

Студент пурнăçĕ – чи хаваслă вăхăт
Студент пурнăçĕ – чи хаваслă вăхăт

Студент тесенех куç умне çамрăклăх тухса тăрать. Çавăнпа та аслă ăру студент пурнăçне яланах кăмăллăн аса илет, ăна чи илемлĕ вăхăт тесе хак парать. Чăнах та, мĕн-ши вăл студент пурнăçĕ? Çак ыйту çине хурав илес шутпа Пелепей хулинчи гуманитарипе техника колледжĕн, Ĕпхÿри наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн студенчĕсемпе, тахçан студент пулнисемпе тĕл пулса калаçрăмăр.
Юлия Борисова, Пелепей хулинчи гуманитарипе техника колледжĕнчи педагогика уйрăмĕн 3 курс студенчĕ.
– Студент çулĕсем чăннипех те питĕ илемлĕ те интереслĕ вăхăт тесе шутлатăп. Студентлăх – çĕнĕ тĕлпулусем, интереслĕ çынсемпе, хăйсен ĕçĕнче пысăк опыт пухнă вĕрентекенсемпе паллашни. Паллах, йывăрлăхсемсĕр те пулмасть, анчах вĕсенчен хăраса çурма çул çинче чарăнса тăма кирлĕ мар. Малаллах ăнтăлмалла. Йывăрлăхсем çынна çирĕпрех пулма çеç пулăшаççĕ. Студент пурнăçĕ епле пуласси, паллах, ытларах хăвăнтан килет. Сăмахран, эпĕ колледжри «Содействие» волонтерсен пĕрлĕхĕн пайташĕ шутланатăп, «Юность» ташă ушкăнне çÿретĕп, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнатăп. Унсăр пуçне муниципаллă суйлав комиссийĕн йышĕнче те (вăл нумай пулмасть йĕркеленнĕ) тăратăп. Тунсăхласа ларма вăхăт çук. Практика вăхăтĕнче шкулсенче пулса ачасемпе ĕçлеме хăнăхатпăр. Студентлăх – хăвна тĕрлĕ майлă тĕрĕслесе пăхни. Çаксем пурте малашнехи пурнăçра кирлĕ пулаççĕ.
Анфиса Салихова, Ĕпхÿри наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕнчи пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕсен факультечĕн 4 курс студенчĕ.
– Студент пурнӑҫӗнче ҫутӑ самантсем нумай, мӗншӗн тесен студентлӑхпа ҫамрӑклӑх икӗ пĕртӑван йӑмӑк.
Студент пурнӑҫӗ – ҫӗнӗ паллашу вӑхӑчӗ, шӑпах аслă шкулта интереслӗ ҫынсемпе нумай паллашаҫҫӗ, хăшĕ ҫав вӑхӑтра хӑйӗн юратӑвне тата чи лайӑх тусӗсене тупать.
Студент вӑхӑчӗ – чи ырă самант: ҫын пурнӑҫа вӗренет, ĕçлĕ ҫыхӑнусемпе паллашусем йӗркелет, профессие алла илет, ӗҫлеме кирлӗ хӑнӑхусем туянать. Вĕренÿ процесĕнче ахаль студентсенчен хӑйсен ӗҫне пӗлекен ăста специалистсем пулса тухаççӗ.
Константин Петров, Ĕпхÿри наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕнчи пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕсен факультечĕн 2 курс студенчĕ.
– Студентлăх, манặн шутпа, вӑл – пурнӑҫăн чи хаваслă тапхӑрӗсенчен пӗри. Çав вăхăтра эпир пĕр те пĕр профессие алла илетпĕр. Анчах маншӑн ку вӗренӳпе кулленхи занятисем кӑна мар, пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе тата ахаль юлташсемпе пӗрле вӑхӑта кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ ирттерни. Туссемпе вут-ҫулӑм, ҫил-тặман, шыв урлặ каҫса, кукӑр сукмака тӳрлетсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма, туслӑха упрама вӗренни. Тата университетри кӑна мар, Пĕтĕм Раçççейри мероприятисене те хутшặнса хамӑр ĕмĕр саккине кӑсӑклантарса илемлетни.
Нихӑҫан та асран тухмĕ пӗр пысӑк ҫемьене пӗрлешсе, пӗр-пӗрне йывӑрлӑхсенче тата кирек мӗнле пуҫарусенче те пулӑшма хатӗр пулни.
Анна Васильева, Ĕпхÿри наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕнчи пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕсен факультечĕн 4 курс студенчĕ.
Студентлӑх – пурнӑҫӑн чи лайӑх вӑхӑчӗ! Ку вӑл тухăçлă вӗренӳпе, пӑлхануллӑ зачетсемпе тата экзаменсемпе ҫыхӑннӑ профессие пӗрремӗш утӑм ярса пусмалли вӑхӑт. Ҫав вӑхӑтрах студентсен пурнӑҫӗ калама ҫук савӑнӑҫлӑ, общество ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе тулнӑ, ҫакӑ ҫамрӑксене организатор пултарулӑхне, пысӑк талантне тата креативлӑхне кӑтартма май парать.
Татьяна Родионова, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн 5 курс студенчĕ.
– Мĕн вăл студент пурнăçĕ? Ку ыйтăва пĕр-икĕ сăмахпа çеç хурав параймăн. Ку – чăннипех те çын пурнăçĕнчи чи илемлĕ тапхăрсенчен пĕри. Студент пурнăçĕ мана çĕнĕ туссем, пулăмсем парнелерĕ. Университетра хăвăн пултарулăхна аталантармалли майсем темĕн чухлех. Пĕрмаях вĕренмелле, занятисене, зачетсемпе экзаменсене хатĕрленмелле, практикăсене çÿремелле пулин те, хăшĕсем ĕçлеççĕ те, тĕрлĕ мероприятисене, флешмобсене хутшăнма та, юлташсемпе кинона е концерта, музейсене кайма та вăхăт тупăнать. Калăн, студентсен талăкра 24 сехет çеç мар, ытларах та.
Январь уйăхĕн 25-мĕшĕ маншăн тÿрех икĕ уяв – студентсен кунĕ тата Татьянăнсен кунĕ. Çак кун темĕн чухлĕ салам илетĕп.
Тамара Николаевна Григорьева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.
– Студент пурнăçĕ епле лайăх пулнине çулсем иртнĕ хыççăн тата та ытларах ăнланса илетĕн пуль. Ача садне çÿренĕ чух хăвăртрах шкула каяс килет. Шкултан, институтран хăвăртрах вĕренсе тухса ĕçлеме васкатпăр. Çулсем иртнĕ хыççăн каялла хаваслă ачалăха, шухă çамрăклăха таврăнас килет. Халĕ мăнуксенчен студент пурнăçĕ мĕнле тесе ыйтатăп та, «пырать, яланхи пекех, нумай вĕренмелле теççĕ». Хăйсем епле илемлĕ тапхăра пурăнса ирттернине ăнланса та илеймеççĕ пуль. Вăхăт иртнĕçемĕн иртнине тата та ытларах хаклама, хисеплеме пуçлатпăр.
Надежда АЛЕКСЕЕВА ыйтса пĕлнĕ.

Студент пурнăçĕ – чи хаваслă вăхăт
Студент пурнăçĕ – чи хаваслă вăхăт
Студент пурнăçĕ – чи хаваслă вăхăт
Студент пурнăçĕ – чи хаваслă вăхăт
Студент пурнăçĕ – чи хаваслă вăхăт
Студент пурнăçĕ – чи хаваслă вăхăт
Студент пурнăçĕ – чи хаваслă вăхăт
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: