Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
2 Мартӑн 2023, 10:00

Хĕрарăм хитре те ырă кăмăллă пулмалла

Март уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн «Урал сасси» хаçат корреспонденчĕсем тĕрлĕ ÿсĕмри, профессири, социаллă статусри çынсене виçĕ ыйту çине – «Март уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне илнĕ-панă чи лайăх парне», «Паянхи хĕрарăм мĕнле пулмалла?», «Уявăн тĕп тĕшши хĕрарăмсемпе арçынсем пĕртанлăхшăн кĕрешни шутланать. Çакă паянхи куншăн актуаллă-и?» – хуравлама ыйтрĕç.

Хĕрарăм хитре те  ырă кăмăллă пулмалла
Хĕрарăм хитре те ырă кăмăллă пулмалла

Иван, строитель пулса ĕçленĕ, 78 çулта.
- Француз духи парнелени халĕ те асра. Ку парнене яланах хаклаççĕ. Кирек хăш вăхăтра пурăннине пăхмасăр хĕрарăмăн кил ăшши, юратакан мăшăр, анне пулмалла. Эпĕ пĕртанлăха савăнса йышăнмастăп, мĕншĕн тесен вăл ача çураласлăх чакасси патне илсе çитеретСветлана, служащи. Çакă халăх шучĕ чакассипе те çыхăннă. Пирĕн мусульмансенчен тĕслĕх илмелле. Вĕсем пĕртанлăхшăн савăнмаççĕ. Пысăк та туслă çемьепе пурăнаççĕ. Çак юхăм пирĕн пата çитсен те лайăх пулĕччĕ.

Светлана, служащи, 23 çулта.

- Март уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне юратнă çыннăм качча тухма ыйтрĕ. Кунтан та лайăх парне ман пурнăçра урăх пулман. Хĕрарăмăн классикăлла литература геройĕсем пек сисĕмлĕ те ырă кăмăллă пулмалла. Ман шутпа, арçынсемпе хĕрарăмсем тахçанах пĕртанлăхшăн кĕрешме пăрахнă.
Александр, АЗС операторĕ, 27 çулта.
- Хам тунă парнесенчен чи асра юлни – ылтăн вăчăра. Хĕрарăма чăннипех юратсан çеç çавăн пек хаклă парнесем туянатăн. Тирпейлĕ сăн-пит, илемлĕ кĕпепе вăрăм çÿç. Ман шутпа, паянхи хĕрарăм шăп та лăп çавăн пек пулмалла. Кирек ăçта та хăйне тыма пĕлни, çухалса кайманни те лайăх. Манăн мăшăр çак енсене пурне те тивĕçтерет. Хĕрарăмсен прависем арçынсеннинчен яланах сахалрах пулнă.
Зоя, менеджер, 43 çулта.
- Темшĕн бриллиант куçлă çĕрĕ парнелени асра юлнă. Хĕрарăмсемшĕн чăннипех те тĕлĕнмелле парне. Паянхи хĕрарăмсем спортпа туслă, пур çĕртре те хастар пулмалла, тĕрлĕ енлĕ аталанмалла. Хĕрарăмсем ачаш та çемçе кăмăллă, арçынсем çирĕп те вăйлă пулсан лайăхрах. Ун пек мăшăр пĕр-пĕринпе килĕшсе тăрать.
Роман, студент, 18 çулта.
- Хамăн юратнă хĕре «Эм-энд-эмс» парнелерĕм. Эпĕ ăна Англинченех илсе килнĕччĕ. Ман савнишĕн çакă савăнăçлă та кĕтмен парне пулчĕ. Мĕншĕн тесен вăл пылак çимĕçсем юратать. Нормăсем вăхăтпа çыхăнман ĕнтĕ. Хĕрарăмăн ĕçме, туртма юрамасть. Спортпа туслă пулмалла, хăйне, çывăх çыннисене тимлĕх уйăрмалла. Çавăн чухне çеç вăл самана ыйтнине тивĕçтерĕ. Пĕртанлăх çинчен пĕр-икĕ сăмах. Хальхи вăхăтра арçынсене «пусмăрласси» модăна кĕнĕ. Эпĕ Англинче пулса куртăм. Унта хĕрарăмсене алăк уçманни чăн-чăн преступлени шутланать. Çакă Раççее те çитет пулмалла.
Ольга, тухтăр, 31 çулта.
- Маншăн чи асра юлна парне – кулонлă вăчăра. Ытларах чухне арçынсем хĕрарăмсене хаклă парнесем памаççĕ. Кун пекки сайра чухне çеç тĕл пулать. Хальхи вăхăтра хĕрарăмсем кирек кампа та хутшăну йĕркелеме, хăйсем тĕллĕн пурăнма пĕлмелле. Çакна самана ыйтать. Хĕрарăмăн яваплăхĕсем нумай. Хальхи вăхăтра вĕсем арçынсем чухлех укçа ĕçлесе илеççĕ.
Виктор, студент, 21 çулта.
- Эпĕ алăпа ăсталанă парнесене килĕштеретĕп. Иртнĕ çул мартăн 8-мĕшĕ тĕлне юратнă хĕре хам тунă сăн ÿкерчĕксем хумалли альбом парнеленĕччĕ. Илемлĕ те ырă кăмăллисем килĕшеççĕ. Пуçаруллă пулни те лайăх. Ытти енĕсем пирки шутламан-ха. Пĕртанлăх çинчен ĕçсĕр аптăракансем çеç шухăшлаççĕ пулĕ. Вĕсен ĕçĕ те, çывăх çыннисемпе киленĕçĕсем те çук пек туйăнать.
Валентина, тивĕçлĕ канура, 73 çулта.
- Мана ытларах чечексемпе духисем парнеленĕ. Вĕсем пур хĕрарăма та килĕшеççĕ. Уйрăмах çуркунне. Хĕрарăмăн лайăх анне, мăшăр пулмалла. Унăн ыр кăмăллăхĕпе тимлĕхĕ çывăх çыннисемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Лайăх воспитанипе пĕлÿ илни те питĕ кирлĕ пахалăхсем. Хальхи вăхăтра хĕрарăмсем услам ĕçĕ илсе пыраççĕ, çемьери, кил хуçалăхри ĕçсем те вĕсем çине тиенеççĕ. Ĕлĕк вĕсен тивĕçĕсем сахалрах пулнă пек туйăнать. Анчах хĕрарăмсем улшăнаççĕ. Вăхăт та.
Алексей, 52 çулта, инженер
- Чи пĕлтерĕшлĕ парнесенчен айфона палăртмалла. Питĕ кирлĕ те усăллă хатĕр. Хальхи вăхăтра пурне те кирлĕ аксессуар. Хĕрарăмсем мал ĕмĕтлĕ, хăйсем пур ыйтăва та татса пама пултарни те сахал мар вырăн йышăнать. Çавăн пекех вăл тимлĕ те пулмалла. Ман шутпа, арçынсемпе хĕрарăмсем пĕртанлăхшăн тахçантанпах тавлашмаççĕ. Общество ун пек шухăшсенчен хăтăлса тĕрĕс пурнăçпа пурăнать. Çапла пулмалла та.
Виктория, 18 çулта, студентка.
- Хăйне евĕрлĕ парнесем паман мана. Ытларах чечексем. Хальхи вăхăтри хĕрарăм мал ĕмĕтлĕ, хăйне хăй шанакан, çав вăхăтрах ырă кăмăллă пулмалла. Ырă кăмăллăх – сайра тĕл пулакан паллă. Хальхи вăхăтра çынсем хăйсене ырă кăмăллă пек кăтартма çеç юратаççĕ. Анчах пурнăçра пачах урăх тĕрлĕ ÿкерчĕк. Арçынпа хĕрарăм хальхи вăхăтра ирĕкшĕн кĕрешмеççĕ. Ку – иртнĕ пурнăç палли.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: