Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
8 Мартӑн 2023, 10:00

«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурса хак пани

Эпир «Урал сасси» хаçатăн иртнĕ номерĕнче «Янравлă чĕрĕ сăмах» вулав конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе вулакансене паллаштарнăччĕ. Паянхи номерте çак мероприятие хак парăпăр. Çак ĕçре пире вулав конкурсĕн жюри пайташĕсем пулăшĕç.

«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурса хак пани
«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурса хак пани

Геннадий Тимофеев (Челпир) çыравçă.
- Тăван чĕлхепе иртекен сăвă вулакансен «Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурс нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Кăçалхи ăмăртăва, ытти çулсемпе танлаштарсан, хутшăнма кăмăлланă ачасен шучĕ ÿсни савăнтарчĕ. Район шайĕнче иртнĕ пĕрремĕш тапхăрсем те витĕм кÿчĕç пулмалла. Ачасем тăван чĕлхепе, литературăпа кăсăкланни, чăвашлăх хĕлхемĕ чунра çунни сисĕнсе тăрать. Вĕсен пултарулăхĕ те пĕр-пĕринчен ытлашши уйрăлса тăманни палăрчĕ. Çакăншăн ачасен ашшĕ-амăшне, тăван чĕлхепе вĕрентекен педагогсене тав сăмахĕ калас килет. Çитес çул та ачасем çаплах йышлăн çак конкурса хутшăнасса шанăç пур. Çапла пултăрччĕ.
Ольга Иванова, Çтерлĕри «Тавах» ансамбль ертÿçи.
- Конкурс питĕ тухăçлă иртрĕ. Ытти çулсемпе танлаштарсан, кăçал ачасемпе студентсем вăйлăрах хатĕрленни палăрчĕ. Пире ачасем чăвашла лайăх калаçни, хăйсене артист пек тытма пĕлни, сăввăн шухăшне эмоципе те, сасăпа та, выляса та килĕшÿллě палăртни савăнтарчĕ. Çитес çул та çавăн пек тăрăшулăх кăтартасса шанса тăратпăр.
Инна Алексеева, Ӗпхӳ наукăпа технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн студенчĕ.
- Паянхи кун мĕн модăра тесе ыйтсан, чăваш чĕлхипе тĕрĕс, илемлĕ калаçма, вулама пĕлни тесе каланă пулăттăм.
Зинаида Семенова (Сурпан), ЧР Писательсен союзĕн пайташĕ.
- Питĕ пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ конкурс. Паян чăвашлăхăн, тăван чĕлхен пуласлăхĕ кашни чăваш чунне пăлхантарнă вăхăтра пирĕн Çтерлĕ филиалĕнчи тутар тата чăваш филологи кафедри ăнăçлăрах, тăрăшарах, туллинрех ĕçлени савăнтарать. «Начар вĕренекен пулмасть, начар вĕрентекен пулать», теççĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем чунĕсене парса ĕçлени курăнчĕ конкурсра. Ачасем хайлавсене пĕр акцентсăр, таса чăваш чĕлхипе, сăмахсенче ударение тĕрĕс лартса вуларĕç. Тайма пуç вĕсен вĕрентекенĕсене. Эппин, пулнă, пур, пулатпăр-ха эпир, чăвашсем. Шел, пурне те вырăн параймастăн. Конкурс вăл конкурсах. Манăн шухăшпа, ăмăртăва хутшăннă ачасем пурте пултаруллă, тăван чĕлхене чунтан юратни, хаклани чăнласах сисĕнчĕ. Пĕр çитменлĕх çеç: чăвашсем питĕрех те сăпайлă.
Оксана Федорова, Çтерлĕри чăваш наципе культура автономин ертÿçи.
- Питӗ тухӑҫлӑ иртрӗ «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах»! Йӗркелекенсен ӗҫӗ нумай пулни паллах. Конкурсӑн «тилхепи» координаторпа ертÿçĕсен аллинче пулчӗ, ҫавна пула ӑмăрту ҫӳлти шайра иртрӗ.Тав тӑватпӑр ӑмӑртӑва хутшӑннӑ пултаруллă чӑваш каччисемпе хӗрĕсене. Питӗ савӑнтартӑр! Маттурсем! Вӗрентекенсене, уява йӗркелекенсене пурне те чӑвашлӑхшӑн питӗ пысӑк ӗҫ тунӑшӑн, мухтав!
Ольга Никитина, Ӗпхӳ наукӑпа технологисен университечӗн Ҫтерлӗри студенчӗ:
Ҫулсеренех нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна халалласа республика шайӗпе «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурса йӗркелесе ирттертĕмĕр. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртрӗ. Пӗрремӗш тапхӑрӗнче, Çтерлĕпуçĕнче, эпӗ жюри членĕ пулса хутшӑнтӑм. Иккӗмӗш тапхӑрта уявӑн ертӳҫи тата конкурсант пултӑм. Общество ӗҫне хутшӑнма эпӗ питӗ кӑмӑллатӑп. Кӑҫал конкурса хутшӑнакансем чылайӑн пулчӗҫ. Ку пурне те савӑнтарчӗ. Конкурсантсем нумай пулни вӑл тӑван чӗлхене юратни, упрани, чӑвашлӑх малалла пултӑр тенине пӗлтерет.
Лариса КОРОТАЕВА калаçнă.
Çтерлĕ хули.

«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурса хак пани
«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурса хак пани
«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурса хак пани
«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурса хак пани
«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурса хак пани
«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурса хак пани
«Янравлă чĕрĕ сăмах» конкурса хак пани
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: