Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
12 Сентябрӗн 2023, 12:30

Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç

Авăркас районĕнче «Соя тата кукуруза» наукăпа практика семинарĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн представителĕсем, республикăри малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе агрономĕсем хастар хутшăннă.

Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç

– Кăçал соя акса ÿстерессине 10 пин гектара çитертĕмĕр. Ку – пирĕншĕн çĕнĕ культура. Иртнĕ çулсенче ăна чикĕ леш енчен илсе килнĕ пулсан, паянхи кун вăл импорта улăштаракан çимĕç шутланать. Республикăра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç – сысна тата чăх-чĕп – аталаннине шута илсен, пахалăхлă белоклă выльăх апачĕ пире питĕ кирлĕ. Апла пулсан, регионта соя туса илессине ÿстермеллех, – палăртнă ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов мероприятие уçнă май.
Ун сăмахĕсем тăрăх, аграрисемшĕн пăрçа йышши культурăсене акса ÿстересси тухăçлă тата экономика тĕлĕшĕнчен усăллă. Сăмахран, пĕр тонна соя вăрлăхĕ 90-100 пин тенкĕ тăрать, таварлăх соя вăррисем вара 50 пин тенке яхăн. Çавăн пекех аграри ведомствин ертÿçи пăрçа йышши культура хыççăн ытти культурăсем лайăх çитĕннине палăртнă. Йĕрке тăрăх, ученăйсем соя хыççăн кĕрхи тулă акма сĕнеççĕ. Вăл каярахпа 1,5-2 хут ытларах тухăç парать.
– Пушкăртстанра соя лаптăкĕсене 100 пин гектара çитерсен лайăх пулмалла, анчах хальлĕхе ку енĕпе ĕçлес пулать-ха, – тенĕ вице-премьер.
Республикăри çут çанталăкпа климат условийĕсене шута илсе сойăна Авăркас районĕнчи «Салават» хуçалăхра (семинарăн практика пайĕ шăпах унта иртнĕ, – авт.) акса ÿстерме вĕренеççĕ. Унăн ертÿçи Василий Федоров пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх культури ăшă тата нÿр юратать. Çакна пăхмасăр сойăна хуçалăхра тăваттăмĕш çул акса çитĕнтереççĕ, кашни хутĕнче лаптăкне ÿстерсе пыраççĕ. Çитес çул вĕсене 100 гектара çитермелле.
Сыснапа чăх-чĕпшĕн белок çăл куçĕ соя шутланать пулсассăн, сĕт паракан выльăхсемшĕн вăл – кукуруза. Асăннă культура та акса ÿстермелли технологие çирĕп пăхăннине юратать. «Салават» хресченпе фермер хуçалăхĕнче начар мар тухăç тата пысăк энергетикăллă выльăх апачĕ туса илеççĕ.
– Пирĕн республикăри хуçалăхсенче Раççейре акса ÿстерекен кукуруза вăррисемпе гибридсем пур. Паян тĕрлĕ климат условийĕсенче ÿсекен тĕссене пăхса тухрăмăр. Пирĕн тăрăх валли чи пĕчĕк вегетаци срокĕллĕ гибридсем кирлĕ. Чи пĕчĕк вегетаци срокĕсене (90 кун) илес пулсассăн, эпир кукуруза тырри туса илетпĕр, çитĕнсе çитес вăхăт ытларах пулсан, пысăк пахалăхлă силос тунă çĕре яратпăр. Республикăра таварлăх тата индустри (час йÿçмен) сĕтсене пысăк калăпăшпа туса илнине шута илес пулсассăн, кукуруза пире питĕ кирлĕ, – палăртнă Ильшат Фазрахманов.
Çавăн пекех семинар вăхăтĕнче Раççейри пысăк вăрлăх компанийĕсем («Кубань», «СОКО») сойăн çĕнĕ сорчĕсемпе паллаштарнă.
Справка валли.
Кăçал Пушкăртстанра сойăна 10,5 пин гектар çинче акса ÿстернĕ (2022 çулта – 8,7 пин гектар). Гектар пуçне 6,5 центнер тухăç илес пулсассăн, пĕтĕмĕшле тухăç виçи 6,8 пин тонна пулмалла. Сойăн пахалăхĕ питĕ пысăк. Унран çăнăх, сенаж, курăк, курăк çăнăхĕ, арпа, шрот хатĕрлеççĕ. Вĕсене пур выльăх-чĕрлĕхе тата кайăк-кĕшĕке çитереççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ.

Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Сойăпа кукурузăна ытларах акса ÿстерĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: